АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх илмелĕх пур

10 октября 2012 г.

– Методика литератури илмешкĕн уйăракан укçапа пирĕн ĕçченсем çулленех районта тухса тăракан “Авангард” хаçата çырăнаççĕ. Ÿссе çитĕнекен ăрăва район пурнăçĕпе паллаштармасăр епле пултăр! Авалхине куç умне кăларса тăратма та майсем пур пирĕн. Ача садĕнче музей йĕркелерĕмĕр. Унта çăпатаран пуçласа уйран çÿпçи таранчченех вырнаçтартăмăр. Çаксене куçпа курса алăпа тытса пăхнине нимĕн те çитмест. Пĕлччĕрех ачасем аслашшĕ-асламăшĕн пурнăçне,– кăмăллăн калаçать Çĕнĕ Ахпÿртри ача сачĕн заведующийĕ

Н. Алемесова.

Шкул библиотекине çитни те, ял уявне хутшăнса юрă-ташăпа савăнтарни те, тĕрлĕ конкурса явăçни те, авалхи йăла-йĕркене тытса пырса “Сурхури”, “Çăварни”, “Мăнкун” уявĕсене ирттерни те çакăнта кĕмест-и-ха; Хаваспах йĕркелеме килĕшеççĕ вĕсене ачасем. Ашшĕ-амăшĕ те пулăшма ÿркенсе тăмасть. Чăваш тумĕллĕ кĕпесене, апат-çимĕçе хатĕрлесе параççĕ. Сценарийĕсене тупасси йывăрлăх кÿмест. Компьютертан халĕ темĕн те илме пулать. Ĕçлеме çеç ан ÿркен. Воспитательсем ку енĕпе маçтăр. Тăваттăшĕнчен виççĕшĕ пĕрремĕш категориллĕ, иккĕшĕ аслă пĕлÿллĕ, ĕç стажĕсем те пĕчĕк мар.

Çитĕнекен ăрăва коллектив “От рождения до школы” программăпа пăхса ÿстерет. Чăнах та, пуян вăл. Унта пурте пур: ÿкерме, çырма, вулама, юрлама, ташлама хăнăхасси, сывлăхшăн ачаранах тăрăшасси, сиенлĕ йăласене сивлесси, ушкăн пурнăçне мала хурасси тата ытти те. Çавна май ача садĕнчен тухса шкул сакки çине ларакансем хăйсен тавра курăмне самаях ÿстереççĕ.

Хальхи саманара çитĕнекен ăрăва аталанмалли условисем çителĕклех. Садик телевизор, компьютер, музыка центрĕ таранах туяннă. Юрламалли-ташламалли, спорт вăййисем, ытти мероприяти ирттермелли, кашни ушкăнăн вылямалли, çывăрмалли пÿлĕмĕсем пур. Ĕç-хĕле кăтартакан стендсене курăмлă çĕре вырнаçтарнă. Ушкăнсен пÿлĕмĕсенче ачасен ал ĕçĕсемпе паллашма пулать: унта сăрăпа ÿкернĕ, пластилинпа çыпăçтарнă, çипрен çыхнă, пусмаран çĕлесе ăсталанă чĕр чунсемпе пуканесем. Хăш-пĕрисене вăйăсем вылянă, конкурссем йĕркеленĕ, спектакльсем лартнă чухне усă кураççĕ. Ачасем сцена çине тухма хăнăхаççĕ, аслисен пултарулăхне курса савăнма хирĕçлемеççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче акă, ялти шкулти пиллĕк-мĕшсем Л. Казакова класс ертÿçипе пĕрле “Ванюшка тата Марьюшка” спектакльпе савăнтарчĕç. Вырăсла пулсан та тĕшшине ăнланчĕç кĕçĕннисем. Шкул çулне çывхарса пыракансем самаях çак чĕлхепе калаçма хăнăхаççĕ.

Илĕртÿлĕх пур çĕрте те кирлĕ çав. Уçă сывлăшра вылямалли вырăнта вара Нарспипе Сетнер каçми, çул-йĕр правилине пăхăнма май паракан сукмаксем, тункатаран ăсталанă автомашинăсем, пĕчĕк пÿртсем, ытти теттесем пур. Вĕсене каллех кунта ĕçлекенсен тата ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕпе ăсталанă. Кирек хăçан пулăшу ыйтсан та хирĕçлемеççĕ аслисем. В. Михайловпа Ф. Савдеровăн ачисем тахçанах çитĕннĕ. Çавах техникисем пуртан таса мар çÿп-çапа кайса тăкма, хĕллехи вăхăтра çулсене тата территорине юртан тасатса тăма ÿркенмеççĕ. Кăмăлĕсене кура хăйсене те турă пулăшса пытăрах ĕнтĕ, теççĕ вĕсене кунти ĕçченсем.

Умри йывăрлăхсене вăхăтра татса пыма тăрăшаççĕ. Чылай маларахри çулсенче çĕр улмине коллективлă ял хуçалăх предприятийĕнченех илсе тăнă. Паян ăна халăхран туянаççĕ. Паллах, лаборатори тĕрĕслевĕ хыççăн. Кишĕре, сухана та çаплах хатĕрлеççĕ. Сĕт вырăнне вара сгущенкăпа усă курнă. Каллех меллĕ мар – ял ачи тин суса кĕнине çиме хăнăхнă. Ку ыйтăва та татса панă.

– Ĕçчен халăх пурăнать ялта. Килĕрен сухан, сухан-севок, кишĕр, чĕкĕн-тĕр, çĕр улми гектарĕ-гектарĕпе çитĕнтереççĕ. Шăпах çуллахи вăхăтра ĕçлемелле. Çавăнпа юсав вăхăтĕнче те ача садне уйăхĕ-уйăхĕпе хупса тăмастпăр эпир. Пĕрер ушкăна та пулин хăваратпăр,– каласа парать Н. Алемесова.

Ялти çын карта тытма та, пăта çапма та вĕренет. Çак ĕçсене те коллектив хăй вăйĕпех пурнăçлать. Кадрсем вырăнта, çамрăк пулни те кăтартуллă ĕçлеме май парать. Тăшăрулăха, тирпейлĕхе пулах “Çеç-пĕл” ача сачĕ районти конкурсра “Социаллă сферăри чи хăтлă объект” номинацире çĕнтернĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика