АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕНТЕРÿ САВĂНТАРАТЬ

10 октября 2012 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул – районта нумай енĕпе кăтартуллисенчен пĕри. Çивĕч ăслă та пултаруллă ачасем çулсеренех республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнни те çакăн çинчен çирĕплетет. Коллективра вĕренĕве спортри çитĕнÿпе çыхăнтарса пыни уйрăмах кăмăллă. Физкультура учителĕсен ăсталăхĕпе, ачасен тăрăшулăхĕпе пулнă çĕнтерÿсене шутласа та пĕтереймĕн.

Вĕрентекенсен кунĕ умĕн коллектив спорт каçалăкĕнчи тепĕр пысăк савăнăçа пайланă. Вун пĕрмĕш класс хастарĕсем В. Падисов физкультура учителĕ ертсе пынипе Хура тинĕс хĕрринчи Анапăра Раççей шайĕнчи физкультура хатĕрленĕвĕн конкурсне хутшăннă. Владимир Петрович тăрăшнипе тата хатĕрленипе каччăсемпе хĕрсем, виççĕмĕш вырăн йышăнса, çĕнтерÿпе таврăннă .

Акă мĕн пĕлтерчĕ пире аслă категориллĕ учитель çул çÿрев ăнăçлăхĕ пирки:

– Чăн малтанах пире ăнланса хамăр умма лартнă тĕллевĕмĕре пурнăçа кĕртме пулăшнă çынсем тупăннăшăн хĕпĕртерĕмĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов пуçарăва алхапăл йышăнни, О.Лаврентьев, А.Тихонов, И.Киргизов, В.Цветков, О.Юманова, А.Паймуллин, С.Петров, М.Шайхуллов уйрăм усламçăсем алă тăсса пулăшни шанчăклах пысăк тупăшăва тухса кайма май пачĕ. Ытти вара, чăнах та, хамăртан килчĕ. Ăмăрту парадне вăйлăран вăйлă 19 команда хутшăнчĕ. Смотр пуçланнă хыççăнах 100 метрлă дистанцире хамăрăн вăйсене тĕрĕслерĕмĕр. Пĕрремĕш тупăшу кăмăла ытлашшиех хуçмарĕ: улттăмĕш вырăн йышăнтăмăр. Икккĕмĕш кун вара пире чăнах та пысăк ăнăçу кÿчĕ. Гимнастика хусканăвĕсем тăвассипе эпир иккĕмĕш тухрăмăр, физкультура воспитанийĕн теорийĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлессипе Патăрьелсене çитекенни пулмарĕ – эпир чи нумай очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна чăнласах та чыслăн çĕнсе илтĕмĕр. Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк хавхалану пулчĕ. Ытти кунсенче хĕрачасем 1500, арçын ачасем 3000 метра чупрĕç. Вĕсенче те малтисен ушкăнĕнчех тупăшрăмăр. Пысăк конкурса çулталăк тăрăшшĕпе хатĕрленни сая каймарĕ, район, республика чысне те мĕн пур вăйран хÿтĕлерĕмĕр. Çитĕнĕвĕн чикки çук, паллах. Çавăнпа та малашне те çакнашкал шайри ăмăртусене хутшăнма ĕмĕтĕмĕрсем пысăк.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика