13 октября 2012 г.
Тавралăха шап-шурă юр витессине кĕтмелли вăхăт инçе мар. Часах мăрьесенчен тĕтĕм хальхи пек вăхăтран-вăхăта кăна мар, талăкĕпех йăсăрланса тухма пуçлĕ. Хĕле хатĕрленсе организацисемпе предприятисем, уйрăм хуçалăхра пурăнакансем котельнăйсене юсаса çĕнетнĕ-и; Хĕлип хĕрĕ ларма килсен çуртсенче ăшă пулĕ-ши; Çак тата ытти ыйтусене хускатрăмăр Патăрьелĕнчи газ участокĕн начальникĕпе М. Шамбазовпа. Сăмах май, Мансур Фатыхович çак системăра 1990 çултанпа ĕçлет. Малтан вăл участок мастерĕнче вăй хунă, 2003 çулта ăна ертÿçĕ тилхепине тытса пыма шанаççĕ. Кăçал вăл Раççей Федерацийĕн Энергетика министерствин хисеп грамотине тивĕçнĕ.
– Мансур Фатыхович, районти котельнăйсем хутма юрăхлă-и;
– Пурте хатĕр тесен те йăнăш мар, 65-шне газ янă. Шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсене ăшă пырса тăрать. Ыттисен те пăс хуранĕсем юсавлă, документсене çеç йĕркелесе çитермен. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри çĕнĕ садиксене те хутма тытăннă.
– Сирĕн специалистсем кашни котельнăйнех çитсе тĕрĕслеççĕ-и;
– Çапла. Пысăкраххисене хам та кайса пăхатăп. Специалистсем хуран мĕнле ĕçленине, ăçта çитменлĕх пуррине палăртса юсаççĕ. Хăш-пĕр шкулсенче ăшăтмалли хатĕрсене хĕле валли кирлĕ пек хатĕрлесе çитерейменччĕ. Вĕсенче кивелнĕ юсав пайĕсене улăштартăмăр. Халь пурте хута кайнă. Çавăн пекех газ участокĕнче вăй хуракансем графикпа килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре кашни яла çитеççĕ, уйрăм хуçалăхсем тăрăх çÿреççĕ. Вĕсем инструкцине пурнăçласа газ хуранĕсене çулталăкра пĕрре, плитасене виçĕ çулта тĕрĕслеççĕ. Хуçисем хăйсем апат пĕçерекен хатĕре пăхтарас, тасаттарас тесен, слесарьсене чĕнсе илме пултараççĕ. Хуранăн гаранти вăхăчĕ çур çул. Анчах кунта юсав пайсене çĕнетесси кĕмест. Газпа шÿтлеме юрамасть, çакна яланах асра тытатпăр.
– Тĕрĕслеттерме кĕртменнисем те пур-тăр;
– Абонементсенчен нумайăшĕ тÿрĕ кăмăллă. Хăшĕ-пĕри тĕрĕслесе çÿренĕ вăхăтра килĕнче пулманнипе спецалистсене чĕнсех илет. Вĕсем инкекрен сыхланма çăмăлраххине, пушарта ĕмĕр пухнă пурлăх çунса каяссине лайăх ăнланаççĕ. Теприсем вара ниçта каймасан та кĕртмеççĕ. Ун пеккисем пирки Шупашкарти çурт-йĕр комитетне пĕлтеретпĕр. Вĕсем предписани ярса параççĕ. Капла та ĕç тухмасан штраф тÿлеттереççĕ.
– Тĕтĕм çулĕпе вентиляци каналне те эсирех пăхатăр-и;
– Вĕсемшĕн кил хуçисем хăйсем яваплă. Анчах çакна каласа хăварас килет: пĕрне те хутпа е ытти япалапа хупласа хума юрамасть. Вăхăтран – вăхăта пăхсах тăмалла. Тикешре 5 – 6 çул каялла тĕтĕм çулĕ юсавсăрри пирки тухнă пушарта упăшкипе арăмĕ вилнĕ тĕслĕх те пулчĕ. Урăх ун пек инкеке курас мар тесен кашнийĕн тивĕçлĕ йышăнусем вăхăтра тумалла.
– Йывăрлăхсем пирки те сăмах хускатар-ха...
– Хăть хăш ĕçре те çитменлĕхсем, такăнтараканнисем пур, эпир ун пеккисене çийĕнчех татса пама тăрăшатпăр. Кĕркуннене кĕрсен монтаж тутаракансем йышланнипе çанă тавăрсах ĕçлеме тивет. Газосварщик пирĕн пĕрре кăна, çавна май заявка панă кашни çын патне тÿрех каяймасть. Анчах пурне те вăхăтра татса пама васкатпăр.
– Мансур Фатыхович, сирĕн специалистсен пулăшăвĕ кирлĕ чухне мĕн тумалла;
– Участокра талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Газ шăршине туйсан е пăс хуранĕ çĕмрĕлсен 61-2-26 е 04 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ярăр. Пулăшу паракансем сирĕн пата çĕрле те, кăнтăрла та пырĕç. Çакна та каласа хăварас килет: хурансене хăвăр тĕллĕн ан юсăр, плитасене те пĕр вырăнтан урăх çĕре ан куçарăр! О. ПАВЛОВА
калаçнă.