АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСЛĂ ĂРĂВА ЧЫС ТА МУХТАВ!

13 октября 2012 г.

Çак сăмахсем янăрарĕç Ватăсен кунĕнче районти предприятисемпе организацисенче кĕрекене пухнă аслă çулти халăх умĕнче. Вĕри чейпе сăйлани те йывăр ĕçпе, хуйхă-суйхăпа пĕркеленнĕ пит-куçсене савăнăçпа çиçтерчĕ вĕсене. Çуммăн ларса хăçан çакнашкал калаçатчĕç-ха! Çын кăмăлне тупма нумай кирлĕ мар. Паян та Анат Туçари библиотекăна килнĕ çынсем аса илÿ ытамĕнчен хăпаймаççĕ. Л. Платонова библиотекарь унчченхи “Гвардеец” колхоз ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан презентаципе тĕлĕнтернĕ вĕсене, “Звезда” ял хуçалăх ко-оперативĕн председателĕн В. Кузнецовăн , Туçа ял тăрăхĕн ертÿçин Н. Перепелкинăн саламĕсене çитернĕ.

Сăкăтсем те уявпа кăмăллă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Толстов, “Красное Знамя” кооператив ертÿçи П. Никифоров, шкул директорĕ А. Падусев саламланă. Культура çурчĕн директорĕ А. Калькин ертсе пынипе йĕркеленĕ концерт та кăмăлĕсене çĕкленĕ.

Патăрьелĕнчи професси училищин коллективĕ те аслă ăрурисене манмасть. Çакăн пирки редакцине Г. Ильметова шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Чей ĕçтернипе çеç çырлахман иккен кунта, кашни ветерана пĕрер центнер тырă та панă.

– Çамрăксене аслă ăрурисене хисепе хумалли çинчен воспитани ĕçĕнче аса илтерсех тăраççĕ училище ĕçченĕсем,– терĕ Галина Алексеевна. Маларах хăй патĕнче А. Михайлов, Д. Емельянов, М. Журавлев, А. Столяров, И. Львов вĕренекенсем пулса хуçалăх ĕçĕнче пулăшнине каларĕ. Çамрăксем вутă илсе килсе пама пулăшнă иккен.

Тепĕр шăнкăрав вара пăшăрхантарчĕ пире. “Гвардеец” колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерантан пулчĕ вăл.

– Эпĕ 12 çултах хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Пучах пуçтарнă, лашапа утă турттарнă, ана çине пĕр улăм купи те хăварман. Çитĕнсе пынă май, трактористсемпе пĕрле суха тунă, тыр-пул акма хутшăннă. Ĕç кĕнеки çине çырăннă йĕркесем те 40 çул стаж пуррине çирĕплетеççĕ. Паян усă куракан кĕлетсем, ферма витисем, ытти хуралтăсем пирĕн вăхăтрисем çеç мар – атте-анне вăйĕпе тунăскерсем. Анчах çамрăксем çамрăкла çав. Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене хуть ватăсен кунĕнче те чĕнсе ăш пиллĕ калаçу пуçармаççĕ. Пире ялти артистсем пĕр-икĕ çаврăм савăк юрă шăрантарни те çитет,– пĕлтерет вăл пăшăрханса.

Тĕрĕс пăшăрханать пенсионер. Пĕрле ларса калаçни мĕне тăрать вĕсене! Ял вĕçĕнчен ял вĕçне пурăнакансем пĕр-пĕрне çулталăкне пĕрер хутчен курманни сахал-им. Ĕлĕкрех чухне те сарлака сăра сакки çинче саркаланса ларайман вĕсем – ял хуçалăх ĕçĕсем вăраха кайнă. Уй-хиртен çĕр улмине, выльăх кăшманне, сахăр чĕкĕнтĕрне пухса кĕртиччен хура кĕркунне çитнĕ. Ĕçĕ çителĕклех пулнă. Суха тума та, ака тума та, пухса кĕртме те ÿркенмен. Çамрăксем çакна пĕлсех те каймаççĕ пулас. Çавах уяв пек туса пама тимлĕх çитермеллех.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика