13 октября 2012 г.
Алманчăри вăтам шкулта самоуправлени кунĕ иртрĕ. Учительсем çак кун 12 класс ачисем вырăнĕнче пулчĕç. Вун пĕрмĕшсем вара вĕсен ĕçĕсене пурнăçларĕç. Аслисене ирпе-ирех шкула кĕтсе илни те кăмăллă пулчĕ. Кĕçĕнреххисем çак кун коридора ятарласа сăн кĕртме те ÿркенмен. Çĕнĕ “директора”, “учительсене” вырăна хурса хисеплени, уроксем расписанипе килĕшÿллĕн иртни пурне те хавхалантарчĕç.
Занятисем хыççăн шкулĕпех акт залне пуçтарăнса концерт курчĕç. Вĕренÿ çулĕнчи пĕр кун ачасене те, педагогсене те малашлăхра ĕçлемелĕх, вĕренмелĕх хавхалантару кÿчĕ.
А. ИВАНОВА.