13 октября 2012 г.
Пурçăн тутăр – пурнăçăмччĕ,
Кĕмĕл çĕрĕ – ĕмĕрĕмччĕ,
Ылтăн çĕрĕ – кăмăлăмччĕ,
Каяс килмест салтакне,
Германи кулли пулас килмест...
(Авалхи юрăран)
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ветеранĕсем кунран-кун сахалланса пы-раççĕ. Хĕрĕх пине яхăн çынлă Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсем вунă теçеткен кăна юлчĕç. Пурнăç юххи çавнашкал. Ĕнтĕ манăçмалла та пек тупă сассисем, пирчемелле пек хĕç-пăшал кÿнĕ сурансем. Çук çав, хаяр тытăçу ахрăмĕ анăçран паян та килме чарăнман-ха...
Нумаях пулмасть казначействăн районти уйрăмĕн специалисчĕ Александр Илехметов электрон почта ещĕкĕнче хăй ячĕпе янă хыпар асăрханă. Тюмень облаçĕнчи палламан çамрăк, Влад Строев тесе алă пусаканскер, акă мĕн çырать: “Ырă кун пултăр! Тверь облаçĕнчи Ржев районĕн шырав экспедицийĕ вăрçă вăхăтĕнче пытарнă çар çыннин юлашкине тата медальона тупнă. Унти хут тăрăх салтак ятне уçăмлатма май килчĕ. Вăл – Петров Владимир Никифорович. 1923 çулта Чăваш Республикинчи Тăрăн ялĕнче çуралнă. Çак салтакăн тăванĕсене тупма пулăшсамăр. Эпир çав медальона тата куçарса пытарнипе паллаштаркан сăн ÿкерчĕксене, видеоматериалсене асăнмалăх ярса пама шантаратпăр. Кирек мĕнле информацишĕн те тав тунă пулăттăмăр”.
Чăваш хутлăхĕнче çак ятлă ял тата пур. Çапах кунта тĕл лекнĕ – патшалăх учрежденийĕн служащийĕ шăпах Тăрăнта пурăнать. Пулнă ун пек ятлă-шывлă çын ĕлĕк, çывăх тăванĕ те пур. Тăхăр вун икке ярса пуснă аппăшĕ, Анна Никифоровна, сывах-ха. Чăн та, юлашки çулсенче Самар облаçĕнчи хĕрĕ патне хĕл каçма кайса тăрать. Çулĕсем самаях çав. Пĕлтĕр авă çулла та каялла таврăнмарĕ, лерех юлчĕ. (Анна аппа пĕлтĕр вилнĕ – авт.).
... Владимир Петров йывăр шăпаллă çемьере ÿснĕ. Ашшĕ Никифор, ялтилле каласан, Микиш тете, хĕрне Аннана тата ывăл кĕтекен йывăр арăмне Натюк аппана (Надежда Тихоновна) пăрахса урăх хĕрарăм патне киле кайса кĕнĕ. Унпа тата тепĕр ывăл, Аркадий ят панăскере, çуратнă. (Ун патне каярахпа таврăнатпăр). Çавăнпа пулас паттăр салтакăн ачаллах йывăр ĕçе кÿленме тивнĕ, вун тăватта кайсанах аслă çынсемпе пĕр тан ялти Роза Люксембург ячĕллĕ колхозра пилĕк авнă. Улатăр тĕлне окопсем чавма, вăрман касма нумай хутланă. Килти ĕç пирки каласа та тăмăпăр: мĕн пур арçын тивĕçĕ ачаллах ун çине тиеннĕ. Ашшĕн хăйĕн çемье – ăна шанмалли çук. Амăшне колхоза кĕменрен “инхус” тесе вырăнти влаç хĕсĕрлесе тăнине манар мар тата: налуксене ыттисенчен те ытларах хурса нушалантарнă.
– Петровсемпе эпир пĕр кассемех пулнă, – аса илет тыл ветеранĕ Вера Дмитриевна Крылова. – Вĕсем пире хирĕçле ретре чалăшла кăначчĕ, урамалла пĕр чÿрече тухакан пĕчĕк çуртчĕ. Ывăлне эпир Вова та, Володя та мар, Владимир тете (çичĕ çул аслă) тесе хисеплесе чĕнеттĕ-мĕр. Çамрăкпа çамрăкла, ватăпа ватăлла калаçнă вăл. Пире Пăла шывĕ хĕрринчен çерçи тăмĕ тупса килсе шăхличĕсем туса паратчĕ. Вăл вăхăтра ачапчана выляма тетте тавраш пулман та, эпир уншăн питĕ савăнаттăмăр. Сасси тата епле янкăсччĕ. Ярмăрккара сутаканнисем айккинче тăччăр! Кунсăр пуçне вăл пуçтах арçын ачасем кÿрентересрен те сыхлатчĕ, кашнинче хÿтĕ-лесе хăваратчĕ. Пире, вĕт-шакăра, пăхса тăраканни пулнă вăл. Юратнă тетеччĕ пирĕншĕн. Таврăнаймарĕ хаяр вăрçăран. Çутă сăнарне паян кун та аса илсе тăратăп. Тепĕр чухне упăшкана та кала-кала паратăп. Çÿлти патшалăхра çÿретĕр ĕнтĕ. Чиркĕве кайсан кашнийĕнчех ун ятне асăнса çурта лартатăп...
1941 çулта ахăр самана пуçлансан Натюк аппа пĕрин хыççăн тепĕрне, малтан кĕрÿшне, Николай Иванович Лазарева, унтан вун саккăр та тултарман пĕртен-пĕр ывăлне, хайхи Владимира, вăрçа ăсатнă.
Атте-анне, ан татăл,
Пăла типсен пырăп-ха,
Суха тума тухăп-ха.
Çутă Пăла типес çук,
Эпĕ ĕнтĕ пырас çук, –
тесе чунĕсем сиснĕнех юрланă пулĕ тăван килтен вăрçа тухса каяс умĕн. Çулталăк çурăран ял Советĕнчен Владимир паттăррăн çапăçса вилни çинчен хура хут илсе килнĕ. Алăри хĕр пĕрчипе тăрса юлнă аппăшĕ Анна та савнă упăшкине кĕтсе илеймен – вăл вăрçă вĕçленес умĕн виçĕ уйăх маларах Польша çĕрĕ çинче пуç хурать.
Тапăнса пыракан нимĕç фашисчĕсене Мускав тĕлĕнче чарса лартнă тата Хĕрлĕ Çар контрнаступление куçнă хыççăн Генеральнăй штаб 1942 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Германин “Центр” ушкăнне çапса салатас тĕллевпе Ржев-Вязьма операцине пуçлама приказ панă. Вăл ăнăçлах пулса пĕтменрен çулла, утăпа çурла уйăхĕсенче, Ржев-Сычев тапăну операцине йĕркелеме тивнĕ. Çулталăк та сакăр уйăх пынă хаяр та хĕрÿ тытăçу çак таврара. Шăпах çакăнти чĕр тамăк хуранне лекнĕ те ĕнтĕ пирĕн Владимир Никифорович Петров аслă сержант. 1942 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вăл вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса вилет. Ăна Тверь (ĕлĕкхи Калинин) облаçĕнчи Оленино (халĕ Ржев) районĕнчи Дорошево ялĕн хĕвел тухăç енче 500 метрта пытарнă. Çапларах çирĕплетет Патăрьел çар комиссариатĕнче халĕчченех упранакан сарăхнă хут.
Казначейство специалисчĕ А. Илехметов малалла тăснă çыхăнуран çакна пĕлтĕмĕр: Тюмень облаçĕнчи Уват районĕнчи Туртас поселокĕнчи вăтам шкулта “Югра” шырав отрячĕ пур. Вăл вăрçăра пуç хунă паттăрсене ĕмĕр асăнса пурăнмалли йĕрке туса хурас енĕпе 1987 çултанпа вăй хурать. Вĕрентекенсемпе ачасен пĕр ушкăнĕ Çĕпĕртен вăрăм çула кĕскетсе Урал тăвĕсем, унтан аслă Атăл урлă каçса, Мускав витĕр тухса Курск, Смоленск тата Тверь облаçĕсенче шырав ĕçĕсене йĕркелет. 1994 çулта ятарласа Ржев пĕккин пысăках мар лаптăкĕнче стрелоксен 178-мĕш, 220-мĕш, 250-мĕш, 371-мĕш, 375-мĕш дивизийĕсен хыпарсăр çухалнă воинĕсене шырама тытăннă. Отряд ертÿçи Татьяна Кухаренко пĕлтернĕ тăрăх, маттурсем çак тапхăрта Хĕрлĕ Çарăн 2455 боецĕн юлашкийĕсене тупнă тата вĕсене граждан панихиди ирттерсе масарсенче ĕлĕкхи йăлапа пытарнă.
Пирĕн ентешĕн вил тăпри патне те “Югра” членĕсемех çитнĕ. “Ржев таврашĕнче пынă хаяр çапăçусем вăхăтĕнче вилнисене кашнинчех йĕркеллĕ пытарма май килмен, – çырать малалла шыравçăсен ертÿçи. – Чылай чухне чавас шăтăк вырăнне окопсене, траншейăсене, блиндажсене, бомба хăварнă “варинккесене” усă курнă. Вăт çакăн пек çум курăк хупланă пĕр вырăна чавнă чухне вĕçне лапчăтнă патрон гильзине асăрхарăмăр. Уçса пăхнă хыççăн В.Н. Петров шăпипе паллаштаракан текст тупăнчĕ...”
Çĕрте нумай выртнăран вăл çĕрĕшнĕ, вырăн-вырăнпа вулама та май килмен. СССР Оборона министерствин Подольскри тĕп архивĕнче те виçĕ çул тĕпченĕ хыççăн çеç уçăмлă хурав илнĕ. Ялĕ те Дорошово мар-мĕн, Дорогино ятлă.
Çав çулах, çурлан 14-мĕшĕнче, В.Н. Петров юлашкисене Ржева куçарса килсе совет салтакĕсен масарне сумлăн пытарнă, мемориал плити çине хушаматне те çырнă. Çапла пирĕн ентеш ултă теçетке çул хирти ятсăр тĕмеске айĕнче выртнă хыççăн тин хăйне валли яланлăх кĕтес тупнă. Пирĕн вара “Югра” хастарĕсене тав тумалли те, мухтав Турра темелли çеç юлать.
Халĕ кăштах Микиш тетен тепĕр арăмĕнчен 1923 çултах (çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ) çут тĕнчене килнĕ ывăлĕ пирки сăмах пуçлар. Тепĕр хĕрарăмран пулсан та вăл çавах Владимирăн тăванĕ, çывăх шăллĕ шутланать. Унăн та пурнăçĕ çăмăл килнĕ тееймĕн: пĕчĕклех ашшĕпе пĕрле кĕтÿ кĕтсе çÿренĕ, ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Магнитогорска тухса кайнă, тĕрлĕ стройкăра бетон йăтăрланă, кирпĕч хунă...
1942 çулта ăна та çара илнĕ, фронта лекнĕ, ахаль пулеметчикран кĕçĕн лейтенанта тата взвод командирне çитнĕ. Телейĕ пулнă унăн, киле чĕрĕ те сывă таврăннă. Кайран шалти ĕçсен пайĕн пушар хуралĕн подразделенийĕнче (Комсомольски тата Шупашкар районĕсенче) вăй хунă, майор пакунĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ тĕп хула çумĕнчи Лапсар поселокĕнче пурăнать, виçĕ ача çитĕнтернĕ.
– 1945 çулта хĕсметрен таврăнсан, темиçе уйăх кăна аслăрах тетем текех ĕнтĕ тăван килне таврăнас шанчăк пĕтĕмпех сÿннĕрен, ял масарĕнче Владимира асăнса хĕрес лартрăмăр, – аса илет II степень Тăван çĕр-шывăн вăрçин орденĕн кавалерĕ Аркадий Никифорович. – Çимĕкре кашни çулах яла кайса çÿреттĕм. Халĕ çулсем те самаях купаланчĕç те – Тăрăна чылайранпа çитсе курман. Хĕресĕ те çĕрсе тÿнчĕ-тĕр.
Пытармасть вăрçă ветеранĕ – пиччĕшĕ Ржевăн мухтавлă вырăнĕнче выртнăшăн вăл питĕ кăмăллă. “Шел паллах, эпĕ те, Анна Никифоровна та, чи çывăх тăванĕсем унта çитсе курса пуç таяймастпăр ĕнтĕ – ватăлтăмăр, – хурлăхлăн пĕлтерет вăл. – Тюмень обла-çĕнчи шкул коллективне вара çĕре çити пуç таятăп, пархатарлă та сăваплă ĕçре ăнăçусем сунатăп”.
Тăрăн ял варринче аслă вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк пур. Шел те, ун çинче паяна çитсе те пуçне хунă паттăрсен ятне-шывне çырман-ха. Ку çитменлĕхе ял пуçлăхĕ Константин Михеев тÿрлетесшĕн: “Çитес çул палăк хыçне ятарлă стенд тăватпăр. Ун валли укçа-тенкĕ тупатпăрах.” Тем пекехчĕ!
Н. ЛАРИОНОВ.
ЧР Журналистсен Союзĕн членĕ.