АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вучахĕ ан сÿнтĕр

13 октября 2012 г.

1992 çулта Чăваш наци кон-гресĕ йĕркеленчĕ. Самар облаçĕнчен делегатсем суйланă чухне чăваш хастарĕ В. Станьял та пурччĕ. Эпĕ çав вăхăтра облаçри чăвашсен “Пехил” пĕрлĕх канашĕн членĕччĕ. Чăваш наци конгресне кайма делегатсен йышне эпĕ те лекрĕм. ЧНК пĕрремĕш Аслă пухăвĕнче тухса калаçрăм. Çав тапхăрта Самар облаçĕнче чăвашла хаçат кăларас пирки çÿреттĕм. Пухура та ун çинчен асăнтăм. В. Станьял “çавра сĕтел” йĕркелерĕ. Унта эпир чăвашсен пуласлăхĕ пирки калаçрăмăр. Пуху Атнер Хусанкая Чăваш наци конгресĕн ертÿçине суйларĕ. Йĕркелÿ пухăвĕ 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Иккĕмĕшĕ – 1995 çулта.

Юлашки вăхăтра Чăваш наци конгресне Г. Архипов ертсе пырать. ЧНКра ĕçлекенсем чăваш йышлă пурăнакан вырăнсенче час-часах пулаççĕ. Унти лару-тăрупа паллашса пĕрлĕхсене пулăшма тăрăшаççĕ. ЧНК çу-мĕнче ансамбль йĕркеленĕ. В Христофоров ертсе пыракан ушкăн пур çĕрте те – кĕтнĕ хăна.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧНК йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ. Чăваш чĕлхине, ырă йăласене чĕртсе малалла аталантарас енĕпе конгресс пысăк ĕç тăвать. Вăл чăвашсен йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕсемпе пуринпе те тачă çыхăнса ĕçлет.

Нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ ЧНК чĕртнĕ вучах.

В. СИМАКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика