17 октября 2012 г.
Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствинче 2011-2015 çулсене Федерацин “Пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программине пурнăçа кĕртмешкĕн хутшăнма Федераци субъекчĕсене конкурс ирттерсе суйлас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулнă. Унта 2012 çулта регионсене çак çум программăна пурнăçлама мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ, çавăн пекех ăна Федераци субъекчĕсен хушшинче валеçессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Хушма субсидисен пĕтĕмĕшле виçи 378,425 млн тенкĕпе танлашнă. Комисси йышăнăвĕпе ăна 19 регион хушшинче пайланă.
Чăваш Республики çамрăк çемьесене пулăшу кÿме 69,94 млн тенкĕ илнĕ. Патшалăх субсидийĕсене çĕнĕрен валеçме хутшăннă регионсене панă виçепе танлаштарсан ку – чи пысăкки. Тĕслĕхрен, Кострома облаçĕ тата Карачай-Черкес Республики кашниех 38,4 млн тенкĕ илнĕ, ытти субъект – тата сахалрах.
Федераци уйăрнă укçа-тенкĕ кăçал Чăваш Енри тата 380 çамрăк çемьене ку чухнехи хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме май парать. 2006 çултанпа, Федерацин “Пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программи вăя кĕнĕренпе, республикăри 3357 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕ илнĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
“Хыпартан”.