АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулсан та, малаллах

17 октября 2012 г.

Хирсем пушаннăпа пĕрех: тыр-пула та, çĕр улмие те пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхисем кăна сип-симĕс шăтса тухнă.

– Эпир кĕрхи культурăсене 70 гектар акса хăвартăмăр. Аван вăй илчĕç. Чăн та, массăллă репродукциллĕ вăрлăх çеç пулчĕ, пахараххи валли вăй çитереймерĕмĕр, – тет калаçăва пуçланă май Шăхачри “Мир” хуçалăха кăçалхи пуш уйăхĕнченпе ертсе пыракан Альберт Николаевич Иванов.

Хуçалăх ура çинче çи-рĕп тăрать, теме çук. Лару-тăру çăмăл мар. Юлашки çулсенче ертÿçĕсем ылмашăнса тăни экономикăна аванах хавшатни сисĕнет.

Йывăрпа пулсан та кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 410 гектарта çитĕнтернĕ. Мĕн никĕсе хывнине пуçтарса кĕртнĕ. Вырмара хуçалăхри икĕ тата пулăшма килнĕ виçĕ комбайн ĕçленĕ. Тухăçĕ савăнмаллиех мар, бункер виçипе гектартан 14,2 центнер тухнă. Апла пулин те механизаторсемпе комбайнерсене ĕç укçисĕр пуçне хавхалантарма тырă тÿлевсĕр парассине йĕркеленĕ. Утă пуçтарнă çĕре хутшăннисене симĕс курăкпа тивĕçтернĕ.

Хуçалăх пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕл-левпе ертÿçĕпе пĕрле фермăна та çитсе куртăмăр. Сыснасене африка чуминчен хÿтĕлесе тытнă карта тÿрех куçа курăнчĕ. Çавăнтах пĕчĕк пÿрт ларать.

– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене кĕрсе салтăнмалли-тумланмалли, канса илмелли вырăн пултăр тесе турăмăр çак çурта. Ĕçлекенсем хăйсемех кăмака çавăрчĕç, – пĕлтерет хуçалăх ертÿçи. – Пирĕн выльăх йышĕ нумай мар. Сыснасем çурисемпе пĕрле 74 пуç: тĕп ама –13, тĕрĕслемелли – 9. Тăхăр уйăхра пĕри-пĕринчен 11,5 çура илнĕ. Ĕне-выльăх 19, унтан сăвăнаканни – 7. Витесем пушă тăмалла мар, тесе шухăшлатăп.

Хуçалăхра çулсерен выльăх йышне чакарса пынă. Юлашкинчен пĕтерес патнех çитнĕ. Ферма хупăнсан хуçалăх та ахрат çырмине чăмнине шута хуман çав. Çак йăнăша тÿрлетес тет те ĕнтĕ Альберт Николаевич. Сыснасем тăракан хуралтăри тимĕр пÿлмесене шăпах эпир пынă чух юсатчĕç. Урайне те тирпейленĕ. Транспортер çуккипе пухăннă тислĕке лашапа илсе тухаççĕ. 3-4 çул ĕçлемен башньăна хута янă. Халь дояркăсем те, свинаркăсем те шыва флягăпа сĕтĕрмеççĕ. Тырă авăртакан армана улăштарнă. Чăнах та, çĕнĕ мар, апла пулин те кăлтăртатса кăна тăрать.

Выльăх апатне çителĕклех хатĕрленĕ. 23 тонна утăпа 250 тонна сенаж, улăм, тырă фуражĕ пур.

– Фермăра тăваттăн вăй хураççĕ. Сулагаевсем çемйипех çакăнта тăрăшаççĕ. Юлия Николаевна ферма заведующийĕн, дояркăн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Унăн мăшăрĕ, Вячеслав Федорович, скотник та, кĕтÿç те... Вĕсен ывăлĕ Стасик çу каçипе хирте ашшĕпе юнашар çÿрерĕ. Н. Атитановапа И. Узюкин пирки те лайăххине çеç калас килет. Çакăнта тимлекенсен тăрăшулăхне кура выльăх шутне пысăклатма тĕллев лартрăмăр, – тет А. Иванов.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика