АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район полицийĕн ĕçне хак панă

17 октября 2012 г.

Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Батыревский” уйрă-мĕнче оперативлă службăн тăхăр уйăхри ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă. Канашлăва ЧР ШĔМĕн пай начальникĕ, полици полковникĕ И. Шумов, райадминистрацин пай пуçлăхĕ С. Торговцев, район прокурорĕ

Ю. Фуражников, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе

В. Петьковпа район прокурорĕ С. Егоров, икĕ районти ветерансен Канашĕн председателĕсем А. Якимовпа Е. Сетриванов хутшăннă.

Канашлура районти полици начальникĕ А. Фомин йĕрке хуралĕнчи тăнăçлăх, оперативлăх, преступленисене уçса парассипе мĕнле ĕçлени тата ытти ыйтусем пирки отчет туса пачĕ. Маларах асăннă тапхăрта икĕ районта 420 преступление шута илнĕ. Кунта чăн малтан çакна палăртса хăвармалла: иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан хура ĕçпе çыхăннă тĕслĕхсем 26,9 процент ÿснĕ. Вĕсен йышĕнче пĕр-пĕрне хĕнесси, çапăçасси тата ют пурлăха çаратасси ытларах.

Полици начальникĕ хăйĕн докладĕнче малашне сотрудниксен мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине те çивĕчлетрĕ. Ÿсĕрле пулакан преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 35,2, иккĕмĕш хут суд сакки çине ларакансен йышĕ икĕ хут ытла, обществăлла вырăнта хăйсене тытма пĕлменнисен шучĕ 24,3 процент ÿсни йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене профилактика ĕçне вăйлатма, вырăнсенче ку тĕлĕшпе участок уполномоченнăйĕсене витĕмлĕрех ĕçлеме хистет.

Çул çинче пулакан аварисен шучĕ йышланни те пăшăрхантарать. Иртнĕ çул çак вăхăтра 45 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал инспекторсен 52 протокол çырма тивнĕ, вун пĕрĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Канашлура тухса калаçакансем малашне полици сотрудникĕсен ĕçри яваплăха, хастарлăха, оперативлăха тата ÿстерсе ĕçлемеллине каларĕç, çулталăка лайăхлатнă кăтартусемпе вĕçлеме тĕллев лартрĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика