17 октября 2012 г.
“Авангард” хаçатăн çурла уйăхĕн 22-мĕ-шĕнче И. Левый воспитани темипе çырнă “Çĕр çинче пурăнатпăр пĕрре” материала эпĕ темиçе хут вуласа тухрăм. Унти кашни сăмах чуна пырса тивет. Çакăнтан ĕçкĕ енне сулăннисем кăштах хăйсене кирлĕ пек пĕтĕмлетÿ тусан тем пекех лайăхчĕ. Сăра-эрехе пула мĕн чуль нуша кураççĕ, çемйисене терт-асап кăтартаççĕ.
Эпĕ çамрăк çын мар ĕнтĕ. Йÿçĕ шĕвек маншăн пур-и, çук-и–пурпĕрех. Пирĕн тăван-пĕлĕшре те унпа туслашнисем çук. Мухмăрпа нушаланакансене пĕрре кăна мар шеллесе çĕр грамлăх укçа кăларса панă. Лавккана кĕрсе çăкăр-батонлă туни те пулнă. Ĕç вăхăтĕнче эрехпе иртĕхекенсен кĕленчисене çапса çĕ-мĕрнисем те асра. Пăла шывĕ пек юхса выртсан та эпĕ ăна 100 грамм тытса ĕçместĕп, мĕншĕн тесен организмшăн вăл – наркăмăш.
Чул купи пек ылтăн выртать пулсан та пĕр татăкне те илместĕп. Пире атте-анне çапла воспитани панă, хамăрăннипе хамăра пурăнма вĕ-рентнĕ.
1981-1982 çулсенче июнь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче ĕçрен кăнтăрлахи апата килтĕм. Каялла кайнă чухне çул çинче кивĕ укçа енчĕкĕ выртнине асăрхарăм. Унта 167 тенкĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр те кун чухлĕ кĕмĕлшĕн хуçи йĕрсе вилет пулĕ тетпĕр. Вăл вăхăтра сумлăччĕ ун чухлĕ укçа. Хамăрăн килте хĕрсех стройка пыратчĕ. Ачасем çамрăк, тумтирĕ те, апат-çимĕçĕ те кирлĕ. Çавах пĕр пусне тĕкĕнмесĕр пуçтарса хутăмăр. Кÿршĕ-аршăсенчен ыйтрăмăр, хуçи тупăнмарĕ.
Кĕркунне çитрĕ. Ак, урампа почтальонка килет. Çавăнтан кам мĕн те пулин çухатманни çинчен ыйтас шухăш çуралчĕ. “Çухатнăччĕ, енчĕкпех укçа. Чылай пулать ĕнтĕ”, тет. Бумажникне, укçи мĕн чухлĕ пулнине те калаймарĕ. Енчĕке аллинченех тыттартăм. Çынна ырă туни çĕре ÿкместех ĕнтĕ. Хама ачаран çакнашкал воспитани панăшăн савăнатăп та. Çитĕнекен ăру аслисен ырă тĕслĕхне мала хурса ÿссен мĕн тери аван.
А. ЛЕОНТЬЕВ.
Патăрьел.