17 октября 2012 г.
Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Артем Пищик пĕлтернĕ тăрăх, часах Шупашкарта универсаллă электрон карттисене (УЭК) пама заявленисем йышăнакан тата çак карттăсене паракан виçĕ точка уçăлĕ. Вĕсем И. Яковлев проспектĕнчи, Октябре 50 çул тата Карл Маркс урамĕсенче вырнаçнă Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн филиалĕсенче пулĕç. Халлĕхе çак карттăсене çĕр-шывăн 5 регионĕнче хута яраççĕ. Вĕсене хатĕрлесси майĕпен пулса пынине кура РФ çыхăну тата массăллă коммуникаци министрĕ Николай Никифоров нумаях пулмасть иртнĕ Правительство комиссийĕнче хатĕрлев тапхăрне хăвăртлатма, çĕр-шывăн субъекчĕсене ку енĕпе яваплă çынсене палăртма, мониторинг ирттерме хушнă.
УЭК çине куçасси тапхăрăн-тапхăрăн пулса пырĕ. 2013 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа транспорт хушăмне тĕрĕслеме пуçлĕç. Пурĕ 5 хушăм тума палăртнă. Çав шутра банк картти, СНИЛС, ИНН, медицина страхованийĕн полисĕ.
Чăваш Республикинче универсаллă электрон карттăсене туса кăларас, вĕсемпе усă курас енĕпе хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Информаци политикин министерстви çакна валли ятарлă проект хатĕрленĕ. Унта çак карттăсене мĕнле тумаллине, унпа мĕнле ĕçлемеллине, хушăмсемпе усă курмаллине, техника требованийĕсене çирĕплетнĕ. 2012 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн “Универсаллă электрон картта çинчен” саккуна ырланă, ăна ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухĕç. УЭКа хута яма республикăна 28,5 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ.
УЭК – темиçе хушăмлă, çын кам пулнине çирĕплетекен документ. Ун урлă патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсемпе усă курма, ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн, çыхăнушăн, транспортшăн, магазинра япала туяннăшăн тÿлеме пулĕ. Карттăна тÿлевсĕрех параççĕ.
Сентябрьте ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çĕр-шывра пурăнакансенчен çурри (52 процент) УЭК кĕртнине ырлать. Ыйтăма хутшăннисен 27 проценчĕ çеç электрон карттăна хирĕç пулнине палăртнă.