17 октября 2012 г.
Кукеçре 1995-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче алă вăй виçессипе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Унта пирĕн районтан 23-ĕн хутшăнчĕç. Командăра Шăнкăртамри, Туçари, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем пулчĕç. Харкам хăйшĕн алă вăй виçсе пĕрешкел виçе категорийĕсенче Р. Абелдеев, С. Сафронов, Т. Бородова, Э. Алеева пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илсе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарчĕç.
Команда пĕтĕмĕшле иккĕмĕш вырăна тухрĕ, кубока тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене республикăри физкультура, спорт тата туризм министерствин грамотисемпе тата медалĕсемпе чысларĕç.
А. ИВАНОВА.