17 октября 2012 г.
Хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! “Авангард” хаçат пирĕн çемьешĕн – эрнере икĕ хутчен килекен кĕтнĕ хăна. Ăна эпир нихăçан та çырăнмасăр юлмастпăр. Пурнăçран илнĕ тĕрлĕ темăпа çырнă материалсене кăсăкланса вулатпăр. Халĕ, акă, хамăрăн та ыйту çуралчĕ. Пирĕн хĕр ача кăçал 11 класс вĕренсе тухать. Умра – аслă та анлă çул. Хăйĕн ĕмĕчĕпе вăл юрист пуласшăн. Паллах, ку шухăша эпир хирĕçлеместпĕр, анчах пире çак ыйтăва пайăрлатма пĕр шухăш чăрмантарать: унăн ашшĕ çамрăк чухне тĕрмере ларса тухнă. Эпĕ илтнĕ тăрăх çывăх тăванĕ судпа айăплансан, юриста вĕренни усси çук, ĕçе те илмеççĕ, теççĕ. Ача ашшĕ-амăшĕшĕн явап тытать-шим;
Ирина. Сăкăт ялĕ.
Хаклă Ирина! Эсир хăвăрăн хушаматăра палăртман пулин те, сирĕн ыйту çине хурав тупас тĕллевпе темиçе юристпа та канашласа пăхрăмăр. Пурте пĕр шухăшах палăртрĕç: Сирĕн хĕр ача пысăк ăс-тăнлă пулсан, нимĕнле чăрмавсăрах хăй суйласа илнĕ специальноçпа аслă шкула вĕренме кĕрĕ. Анчах та ăна хăйĕн профессийĕпе йĕрке хуралĕн нимĕнле органĕнче те ĕçлеме ирĕк памĕç. Çавăнпа та пĕртен-пĕр сĕнÿ: вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен шухăшне улăштарса ытти енĕпе хатĕрленмелле.