АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿрев асра юлĕ

20 октября 2012 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн çул çÿреве тухасси йăлана кĕнĕ тесен те юрать. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Раççей историйĕн çулталăкне халалласа ачасем Хусана, ĕлĕкхи Пăлхар çĕр-шывĕн тĕп хулине кайса курчĕç. Ертсе пыракансем каласа панине çитĕнекен ăру тимлĕн итлесе хăйĕн пĕлĕвне малалла аталантарчĕ.

Ку вĕренÿ çулĕнче те çул çÿрев валли пăхса хăварнă сехетсене эпир кирлĕ пек усă курасшăн. Акă темиçе класс вырăссен аслă поэчĕн А. С. Пушкинăн пурнăçĕпе çыхăннă вырăна – Болдинăна – кайса килчĕç. Эпир те, 9б тата 8а класра вĕренекенсем, унта пулса куртăмăр. Çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕччĕ. Аслă Чемен ялĕ витĕр тухакан çĕнĕ çулпа пырса асăннă вырăна çитнине сисмерĕмĕр те. Пире кунта ăшшăн кĕтсе илчĕç, Болдино çĕрĕ вырăс халăхĕн тĕлĕнмелле ăста поэчĕпе мĕнле çыхăннине, унăн историне каласа пачĕç. Музейри экспонатсем пирĕн кăмăла кайрĕç. Х1Х ĕмĕрти костюмсене тăхăнса ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем пире çак çул çÿрев пирки яланах аса илтерсе тăрĕç. Аякри вырăна кайса килме А. Гранатская, В. Афанасьева класс ертÿçисем нумай тăрăшрĕç.

Н. ПОЛЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика