20 октября 2012 г.
Районта юн кун йĕркеленĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ çивĕч ыйтусем тавра иртрĕ: Чăваш Республикинчи влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи хушăвне пурнăçа кĕртесси, çамрăк çемьесене çурт-йĕр проблемине татса парас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ тата республикăра тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси. Ĕçлĕ тĕл пулусене пирĕн районта ЧР ПКĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе тимлекен комитет председателĕ Николай Малов, ЧР ял хуçалăх министерствин “Агро-Инновация” КУП директорĕ Юрий Егоров, республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕн Канашĕн консультанчĕ Михаил Мурзин хутшăнчĕç.
Малтанах кун йĕркинчи ыйтусене информаци ушкăнĕ райадминистрацин яваплă çыннисемпе, организаци-учреждени ертÿçисемпе сÿтсе яврĕ.
Ун хыççăн Н. Маловпа М.Мурзин район администрацийĕн пуçлĕхĕпе Н. Глуховпа Патăрьелĕнчи çĕнĕ садикра, çывăх кунсенче хута кайма палăртнă Шăнкăртамри ясли-садра, Э.Феизов ячĕллĕ шкулта пулчĕç, коллективсенчи ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕç. Çывăх вăхăтра районта тепĕр пысăк объектра ĕç шавĕ пуçланмалла: информаци кунĕн ушкăнĕ Тутар Сăкăтĕнче тума пикеннĕ шкул-сад площадкинчи малтанхи ĕçсемпе паллашрĕ.
Районта ял хуçалăх ыйтăвĕсене мĕнлерех татса пынипе интересленсе аслă ертÿçĕсем “Исток” агрофирмăри ĕне фермине çитсе курчĕç.
(Хамăр корр).