20 октября 2012 г.
Паян районта хытă е асфальтлă çул çитмен пĕр ял та çук. Çакăнта çул-йĕр тăвакансен тÿпи пысăк. Çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те строительсем ĕçре. Хĕвел хăйĕн ăшшине сапалама пуçласанах вĕсем асфальт сараççĕ, трасса айккисене тирпейлеççĕ, павильонсене илемлетеççĕ, паллăсем лартаççĕ. Юр пĕрчисем ташла-ташла çума тытăнсан ытти техника ăçта та пулин кайма тухиччен асфальта тасатма тухаççĕ, пăрланнă вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ.
Республикăри “Чăваш-автодор” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕ районти 205,1 çухрăма, Елчĕк тăрăхĕнчи – 92,1, Комсомольскинчи – 24,9, Улатăрти –1,2 çухрăма пăхса тăрать. Çуркунне çитсенех кунта вăй хуракансем çул çинчи шăтăк-путăксене юсарĕç, Тутар Сăкăтĕнче 360 метр çула тĕпрен çĕнетрĕç. Çавăн пекех автобуссем чарăнакан тата çаврăнакан лапам тунă. Пурĕ кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çул-йĕре пăхса тăрассипе 9 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Строительсем паян та пушă тăмаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти Южная урамри çула реконструкциленĕ, Етĕрнери М – 7 трассăна, Канаш райо-нĕнчи Энтриел ялĕ патĕнчи кĕпере тунă çĕрте вахта мелĕпе тăрăшаççĕ.
Сивĕсене кĕтсе илме те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хă-йăрпа тăвар хутăшĕ тăватă пин тонна пур. Техника та çула тухма юрăхлă. Ăна юсаса, тирпейлесе лартнă. Хура кĕркуннепе сивĕ хĕлле, маларахри çулсенчи пекех, талăкĕпех дежурство йĕркелеме палăртнă.
Çул-йĕр тунă çĕрте транспорт вăйĕ яланах кирлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа парка çĕнетсех тăнă. Нумай пулмасть çеç 15 тонна таран турттаракан пилĕк КамАЗпа тиекен тата тирпейлекен машина туяннă.
Кадрсем пур сферăра та пысăк вырăн йышăнаççĕ. Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче 60 ытла çын вăй хурать. Чылайăшĕ кунта çĕнĕ çын мар.
– Пирĕн пĕрлешÿ 80 çул çул-йĕр ыйтăвĕпе ĕçлет. Çак тапхăрта миçе çухрăм асфальт сарнă-ши! Çул пур çĕрте пурнăç та вĕресе тăрать, халăх та ĕмĕтпе пурăнать. Çакă пире те савăнтарать, малалла тата та лайăхрах тăрăшма хистет, – тет Патăрьелĕнчи ертÿçĕ В. Рубцов.
О. ПАВЛОВА.