АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе

20 октября 2012 г.

2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче “Ачаллă çемьесене патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен” Федераллă саккун тухнăччĕ. 2009 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче законодательство акчĕсене уйрăм категорири граждансене пурлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессине лайăхлатмалли хăш-пĕр хушма улшăнусем кĕртрĕç. Вĕсемпе килĕшÿллĕн районта 1509 çынна ача амăшĕн сертификачĕ панă.

Вăл шутра 2007 çул-та–209 çемье, 2008–195, 2009–411, 2010–251, 2011–256, кăçалхи 9 уйăхра 187 çемье илнĕ. Тĕп-лĕнрех тишкерес пулсан, 195 ача амăшĕ çак капиталпа кивçен илнĕ укçана саплаштарнă, 35 çемье пурăнмалли çурт-йĕршĕн тăкакланнă, 2 мăшăр укçана пая кĕрсе çурт тăвакан организацине хывнă. Ыттисем те ытларахăшĕ çакнашкал тĕллевсемпе усă курнă. Пĕри вара капиталне ачине малалла вĕрент-ме панă. Çакă, паллах, хăйсен ирĕкĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курни савăнтарать.

Шăхач ял тăрăхĕнче те сертификата тивĕçнĕ телейлĕ çемьесем пур. Акă, Мирапа Анатолий Волковсем (3 ача) çакăнпа çурт çĕнетнĕ. Петрпа Светлана Макаровсем (3 ача) хваттер туяннă çĕре янă. Марияпа Александр Убаськинсем капиталпа çĕнĕ çурт никĕсне хывнă. Мал ĕмĕтлĕ хăйсем. Юлнă укçи-тенкипе çуркунне купаласа лартасшăн. Тăррине витмелĕх кĕмĕл пухмалли майĕсем те пур: хуçалăхра ĕне тытаççĕ, пушмак пăру çитĕнет. Ытти выльăхне те ĕрчетеççĕ. Çурт хыçĕнчи пахча та тупăш кĕртме пулăшать.

Моисеевсем – Кĕçĕн Чементен. Çамрăксен шухăшне ватăсем те хирĕçлемен. Çурт лартмалли вырăна чылай маларах илнĕ пулнă. 6 ачаран пĕри те пулин хăйсен кассинех йăва çавăрасса ĕмĕт-леннĕ. Иккĕшĕ Шупашкара тата иккĕшĕ Çĕнĕ Шупашкара тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ Аслă Чемене качча тухнă.

– Çурт вырăнĕнче вĕлтĕрен шăттарас шухăш пулман пирĕн. Хамăр утнă, çÿренĕ чухне тĕпре юлмалли ывăла та пулин çурт никĕсне яма пулăшрăмăр. Пĕр касрах – чÿречерен пăхсан та курăнать. Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă пулчĕ. Выльăх нумай усратпăр. Пирĕн ачасем ĕçсĕр ларма хăнăхман,– тет Мария Никифоровна. Владимир Васильевичпа Светлана Михайловна хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.

Илемлĕ çурт купаласа лартнă Моисеевсем (ÿкерчĕкре). Шалти ĕçсене вĕç-лесен пурăнма хатĕр пулать те.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика