20 октября 2012 г.
Чăваш Ен наци телекуравĕ эфира тухнăранпа юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çулталăк çитрĕ. Халĕ чăваш халăхĕн талăкĕпе ĕçлекен телеканал пур. Çакăн пирки паян хăюллăнах калама пулать. Çулталăкра вăл ĕçлеме пултарнине, массăллă ытти информаци хатĕрĕсен хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине çирĕплетрĕ.
Эфира тухнă пĕрремĕш кăларăм – “Республика”. Çулталăк каялла ăна тĕп хулара пурăнакансем пахаларĕç. Халĕ Чăваш Ен наци телекуравне Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿ, Куславкка, Сĕн-тĕрвăрри хулисенче, Кÿкеçре, Сăнав посело-кĕнче пăхма пулать, республикăри пăралуклă телекурав сĕнекен мĕн пур оператор сеткине кĕнĕ вăл. Чăваш Ен наци телекуравĕн кăларăмĕсене 600 пин çын курать. Унсăр пуçне çак кунсенче телера-диокомпани сайчĕ ĕç-леме пуçларĕ. Халĕ кăларăмсемпе ытти регионта пурăнакан чăвашсем те паллашаяççĕ.
Камера, микрофон, компьютер, çутă хатĕрĕсем – телекурав ĕçĕ-хĕлĕнче техника никĕсĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ. Республикăри чи паха техника кунта, пленка тата кассета çук халĕ, йăлтах хисеп ша-йĕнче (цифрăллă). Çакă монтаж тăвас тата сюжетсене эфира хатĕрлес ĕçе самай çăмăллатать. Куçса çÿрекен станци “Раççей çăл куçĕсем” фольклор фестивальне, хула кунне, Алексей Соловьевпа Джимми Чадрун кĕрешĕвне, Раççей ял спорчĕн вăййисене уçнине тÿрĕ эфирта кăтартрĕ. Халĕ республикăри патшалăх тата халăх театрĕсен спектаклĕсене, концертсене çырса илес ĕç пырать.
Телекурав ытларах чăвашла кăларăм хатĕрлеме тĕллев лартать. Шел те, кунта йывăрлăхсем пур. Пирĕн чăвашла таса та тĕрĕс калаçма пултаракан журналист сахал-мĕн, унсăр пуçне предприяти, организаци ертÿçисене, ахаль çынсене тăван чĕлхепе пÿплеме йывăр имĕш.
Чăвашсем тĕнчипех саланнă. Хăйсен чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе вĕсем культура пĕрлĕхĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ – “Туслăх йывăçĕ” кăларăмра. Пултарулăх ушкăнĕ Чĕмпĕрти, Тутарстанри, Тюмень облаçĕнчи чăвашсем патĕнче пулса курчĕ. Çавăн пекех республикăра пурăнакан ытти халăх пурнăçĕпе те паллаштарать.
Телекурав кăçал социаллă проектсен конкурсне хутшăнса ятарлă грантсем илчĕ. Çак пулăшăва пула “Ылтăн çÿпçерен” программа çулталăк тăрăшшĕпех эфирта. Кăларăм чăвашсен авалхи йăли-йĕрки, юрри-ташши, пултарулăхĕ пирки каласа парать. Чăваш Ен наци телекуравĕ халăх тахçанах юратнă кăларăмсене те çĕнĕ пурнăç парнелет. “Çитмĕл те çиччĕ” – вĕсенчен пĕри. Татьяна Ильина журналист республикăри паллă çынсене уçă калаçăва чĕнет. Эфирта вырăсла кăларăм та сахал мар. Вĕсенчен чылайăшне халăх килĕштерчĕ ĕнтĕ: “Летопись столицы”, “Деловая Чувашия”, “След в истории”, “Законодатели”, “Бумеранг”.
Кĕркунне – çĕнĕ çимĕç вăхăчĕ. Чăваш Ен наци куравĕ тÿрех темиçе премьера хатĕрлет. Пĕрремĕшĕ – “ТВ-кĕвĕ” концерт. Унсăр пуçне тинех чăвашла ток-шоу тухĕ. Унта хутшăнакансем республикăри паллă пулăмсем пирки, ун малашлăхĕ çинчен ка-лаçĕç.
Н. ЯКОВЛЕВА.