АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Горчица пулăшăвĕ

20 октября 2012 г.

Хытă хуртран (проволочник) хăтăлма шурă горчица пулăшнине вуласа пĕлсен сидерат вырăнне çак ÿсен-тăрана акма шутларăм. Чи малтанах ăна гладиолус йĕри-тавра акрăм. Хурчĕ ăна та тапăннăччĕ те. Çавăн пекех упа нăрринчен (медведка) çÿллĕ ÿсмен бархатцы акрăм. Кишĕр йăранĕ тавра та горчицăпа черетлесе çак чечеке акрăм. Горчица чи малтан шăтса хăвăрт ÿсме тытăнчĕ. Сăмах май, унăн çамрăк çулçине салат тунă çĕрте те усă курма юрать. Унтан бархатцы курăнма пуçларĕ. Чи кайран кишĕр шăтса тухрĕ. Кишĕр йăранĕ илемлĕ те хăйне евĕр пулса тухрĕ. Тÿрех çакна асăрхарăм. Кишĕр малтанхилле сайра ÿсмерĕ. Хастарланма пуçланă нăрăсем те таçта кайса кĕчĕç.

Горчица питĕ хăвăрт ÿсрĕ, часах ăна çулмалли вăхăт та çитрĕ. Пĕтĕмпех кăклас темерĕм. Тымарне хăварса тунине секаторпа касса тухрăм. Ку вăхăт тĕлне бархатцы чечеке ларма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Кишĕр вара пĕр чăрмавсăрах малалла ÿсрĕ. Кĕркунне тап-таса та шултăра çимĕç кăларса савăнтăм. Тепĕр çул горчицăпа бархатцы чечеке пахча йĕри-таврах акас шут пур.

С. ПАВЛОВА,

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика