20 октября 2012 г.
Çырма хĕрринче пурăнатпăр эпир. Пĕр çирĕм çул каялла унта шыва кĕретчĕç, ачасем пулă тытатчĕç. Халĕ кунта – чăн-чăн çÿп-çап вырăнĕ. Эрех кĕленчисем, пластик савăтсем, килти хуçалăхран кăларса пăрахнă тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртаççĕ. Çынсем, пĕлменнисем, “кунта пурăнакансем ывăтнă пулĕ” тесе шутлаççех ĕнтĕ. Камсем пăрахнине курса та ĕлкĕрейместпĕр. Субботник йĕркелес тесен те никам та тирпей-илем тума тухмасть. Пĕччен-иккĕн çĕр çын вараланине тасатса та пĕтереймĕн.
Йывăç тăрăхĕсенче те çакнашкал ÿкерчĕк. Ĕçеççĕ, çиеççĕ – мĕн пур çÿп-çапа кунтах пăрахса хăвараççĕ. Пĕр çĕрте çеç мар, вăрман тăршшĕпех çапла. Çут çанталăк пысăк сиен курать. Пирĕн ачасемпе мăнуксем валли мĕн юлĕ; Халĕ курăк çийĕпе çара уран утма та çук вĕт, пĕрре ярса пуссанах кĕленче ванчăкĕпе урана кастаратăн. Выльăхсем те аманаççĕ.
Мĕнле ăнлантармалла çынсене; Ваттисем çамрăксене ăс парса, вĕрентсе калама пăрахрĕç, пурнăç саккунĕ пăсăлчĕ. Çÿп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăха урама, çырма хĕррине, вăрман уçланкине пăрахма юраманни çинчен ача садĕнченех, шкултах каласа ăнлантармалла тесе шутлатăп. Шель те, халлĕхе çак ĕç çиелтен çеç пурнăçланать пулмалла.
Тата çакă та пăшăрхантарать: учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем район центрĕнчи тĕп урамра субботник тунă чухне хăш-пĕр нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем аяккинчен пăхса тăраççĕ. Алла кĕреçе, шăпăр, кĕрепле тытса пулăшма тухакан питĕ сахал.
Е. КОЗЛОВА.
Патăрьел.