20 октября 2012 г.
Хура кĕр çитнĕрен кунсем кĕскелчĕç. Ирхине те халь хĕвел пайăркисем чÿречерен кĕрсе вăратмаççĕ. Автансем те ытларах çывăрма пуçларĕç. Ю. Сулагаева вара тул çутăличченех ура çинче. Мăшăрĕпе пĕрле килти выльăхĕсене пăхнă хыççăн фермăна васкарĕç. Çĕнĕ ĕç кунĕ вĕсен ытти çынсеннинчен чылай маларах пуçланать. Çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Юлия Николаевна сăмахран, 36 çул ферма патне каякан сукмака такăрлатать. Шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн килсе кĕнĕ те, унтанпа ниçта та кайман. Çапах пурнăçне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Юратнă ĕçре тăрăшнăран çулĕсем пĕрин хыççăн тепри тăрса юлнине те сисмен.
Уроксем хыççăн, каникул вăхăтĕнче, Шăхач хĕрĕ фермăна, тăван аппăшне пулăшма васканă. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та вы-льăхсем патĕнче тăрмашма кăмăлланă. Çавăнпа 8 класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме кайма шухăшламан, тÿрех ĕçе вырнаçнă. Малтанах çамрăк хĕр сыснасем пăхать. Каярах вара аппăшĕн çулĕпех утса ĕнесем патне куçать.
– Мана 16 ĕне пачĕç. Пурне те алăпа сумалла. Флягăсене те хамăрăнах йăтмалла. Вĕсене çурăмпа мĕн чухлĕ çĕклемен-ши! Хăшĕ-пĕри йывăрлăха чăтаймасăр пăрахса каятчĕ. Ун пек шухăш пулман. Ачаранах выльăхсемпе ĕçлеме килĕшетчĕ, паян та çаплах, – кăмăллăн шăкăлтатать Юлия Николаевна. Хăй суйласа илнĕ пурнăç сукмакĕ ки-лĕшнĕренех ĕнтĕ виçĕ ача çуратса та икĕ уйăхран ытлашши килĕнче ларса курман.
Иртнĕ вăхăт, çамрăклăхĕ пирки Ю. Сулагаева ăшшăн аса илет.
– Фермăра ятарлă пÿрт пурччĕ. Унта дежурствăна юлакансем çĕр каçатчĕç. Вырăн çийĕ яланах шап-шурă, тĕрленĕ çивиттисем витнĕ. Хушăран ирхине тăма çăмăлтарах пултăр тесе каçхине клубран тÿрех унта çывăрма каяттăмăр. Питĕ хаваслăччĕ. Ывăнсан та, алă-ура сурсан та нăйкăшса ларман, – тет доярка.
Сăмах май, аппăшĕ Галина Николаевна фермăранах тивĕçлĕ канăва кайнă. Юлия Николаевна та çак ĕмĕтпех пурăнать.
Ю. Сулагаеван мăшăрĕ, Вячеслав Федорович пирки те ырăпа çеç калаçаççĕ. Вăл фермăра слесарь те, скотник те, кĕтÿç те. Хăйĕн тивĕçĕсене кăмăлтан пурнăçлать. Виçĕ ывăлне те ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Асли авланса çемьеленнĕ. Вăталăххи паян-ыран салтак аттине тăхăнма хатĕрленет. Кĕçĕнни ашшĕпе амăшĕ çумĕнче. Ăна та пĕчĕклех куршанак çыпçăннă. Кăçал çу каçипех ашшĕпе пĕрле “Мир” хуçалăхăн ĕне кĕтĕвне кĕтнĕ.
Паян Юлия Николаевна доярка та, ферма заведующийĕ те. Выльăх шучĕ юлашки çулсенче палăрмаллах чакни, витесем пушанса юлни унăн чĕрине сахал мар ыраттарать. Чăнах та, халь йыш майĕпен пысăкланса пырать. Çакăншăн чунтан хĕпĕртет.
О. БЕЛЬДЕКОВА.