24 октября 2012 г.
Юлашки çулсенче республикăра тĕрлĕрен социаллă объектсем хута кайнине час-часах илтетпĕр-куратпăр. Ытти районсемпе танлаштарсан, Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку енĕпе чылай малта пырать. Чăваш Енре кăçал уçăлнă пиллĕкмĕш ача сачĕ патăрьелсемшĕн иккĕмĕш пулни те çакнах çирĕплетет. Шăпах çак паллă пулăма, Шăнкăртамри “Сандугач” (“Шăпчăк”) ача садне уçнине район халăхĕпе уявлама октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăнчĕ.
Михаил Васильевича Патăрьел район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан М. Айзатуллов кĕтсе илчĕç. Чаплă мероприятие çавăн пекех ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, Раççей Президенчĕн Тĕп округри полномочиллĕ представителĕн резиденци пуçлăхĕ А. Ефимов, Чăваш Республикинчи мусульмансен Тĕн управленийĕн муфтийĕ А. Крганов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Ача садне уçнă май М. Игнатьев кĕçĕннисене телейлĕ ачалăх, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене – сывă та ăраскаллă пепкесем сунчĕ. Строительство ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Республика Пуçлăхĕ тулли мар яваплă “Булат” обществăн инженер-строительне Д. Алимова “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ятăн паллине, çĕнĕ ача сачĕн заведующине республика бюджетĕнчен уйăрнă 350 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.
Ачасемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Михаил Васильевич садик ушкăнĕсен хăтлă пÿ-лĕмĕсене кĕрсе курчĕ, пĕчĕккисен пултарулăхĕпе паллашрĕ, амăшĕсемпе курса калаçрĕ.
Малалла М. Игнатьевăн ĕçлĕ çул çÿревĕ çак ялти М. Куртлюков фермерăн хуçалăхĕпе паллашасси пулчĕ. Асăннă хуçалăх кăçалхи февраль уйăхĕнче çеç йĕркеленнĕ, çапах та патшалăх конкурс меслечĕпе панă 1100 пин тен-кĕлĕх грант ăна ăнăçлă аталанма май панă: паянхи кун реконструкциленĕ витесенче 24 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, вĕсен шучĕ малашне татах та ÿсĕ. Республика Пуçлăхĕ выльăхсен ăрачĕпе, апат рационĕпе, ÿт хушаслăхĕпе, какай хакĕсемпе интересленчĕ, усăллă сĕнÿсем пачĕ. “Вырăнта çитĕнтернĕ выльăх апачĕпе усă курни экологи енчен таса та хăй хаклăхĕпе йÿнĕ какай туса илме май парать”, – палăртрĕ Михаил Васильевич.
Юлашкинчен Республика ертÿçи райадминистраци залĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемсĕр пуçне Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсен администрацийĕсенчен те килнĕ. Канашлура тишкернĕ тĕп ыйтусем – республикăри влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи Указĕсене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине аталантарас енĕпе йышăннă Указне пурнăçа кĕртесси. Ку ыйтупа Патăрьел районĕнче еплерех ĕçлени пирки райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов каласа пачĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кÿршĕ район ертÿçисем те чарăнса тăчĕç.
Чăваш Ен строительствăна аталантарас енĕпе Атăлçи округĕнче пĕрре-мĕш вырăн йышăнать пулин те, республикипе хваттер черетĕнче 75 пин çемье (вĕсенчен 30 пинĕ вунă çул хушши ытла) тăраççĕ-ха. 2020 çулччен вĕсен 60 процентне тивĕçтересшĕн. Çак ыйтăва татса пама сахал хутлă та перекетлĕ класлă пурăнмалли çуртсем тăвас енĕпе федераллă программăн пилотлă регионĕсен шутне кĕни те татса парĕ. Ун чухне вара пурăнмалли çуртăн пĕр квадратлă метрĕ те 20 процент таран чакма пултарĕ, строительство ĕçĕсем те хăвăртланĕç.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, М. Игнатьев асăннă Указсене пурнăçа кĕртес енĕпе кăнтăр районĕсем аван ĕçленине палăртрĕ, паянхи ытти çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, залра ларакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
С. ПЕРЕПЕЛКИН.