АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чÿклеме чăвашсене пуçтарать

24 октября 2012 г.

Авалхи чăвашсем уй-хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн чÿклеме ирттернĕ. Çак ятпа çĕнĕ тырă салачĕпе сăра тунă, çĕнĕ тырăранах çăкăр тата пăтă пĕçернĕ. Çÿлти аслă турра чÿк кĕлли каласа кĕр мăнтăрĕшĕн пуç çапса тав тунă хыççăн пурте кĕрекене ларса хăналаннă. Ку йăла тахçанах манăçнă ĕнтĕ. Çапах та вăл пирĕн халăхăн чĕринче пĕр кĕтесре упранса юлнах.

Тăван-хурăнташпа, кÿршĕ-аршăпа, ватти-вĕттипе тĕл пулса тăни, курса калаçни, савăнăçпа хуйха-суйха ушкăнпа пайлани хăйех мĕне тăрать! Шăпах çакна тĕпе хунă та ĕнтĕ пĕлтĕр аслă Атăл хĕрринчи Тольятти хулинче пурăнакан чăвашсем “Чÿклеме” уяв йĕркеленĕ чухне. Ăна вара Самар тăрăхĕнче пурăнакан мĕн пур чăвашсен фестивалĕ шайĕнчех ирттернĕ.

Унта кĕпĕрнен тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă 15 пултарулăх коллективĕ хутшăннă. Ырă йăлана кăçал та тăсма шутланă-мĕн. Октябрĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав кунĕнче, Тольятти хастарĕсем тепĕр хут сарлака сĕтел хушшине ларма хăна-вĕрле пуçтарчĕç. Хальхинче ăна йĕркелеме вырăнти чăваш культура автономийĕсĕр пуçне Самар облаç правительстви, облаçри чăвашсен наци культура общество организацийĕ, облаçăн культура министерстви тата тĕп хулари “Халăхсен туслăхĕн çурчĕ” хастар хутшăннă.

Вулакансене çакна та аса илтерер: Самар облаçĕнче чăвашсем ĕлĕкрен-авалтанах питĕ йышлăн пурăнаççĕ – йышĕпе виç-çĕмĕш (вырăссемпе тутарсем хыççăн) вырăнта тăраççĕ: çĕр пин ытла. Исаклĕ районĕнче, тĕс-лĕхрен, вĕсем 37,7 процент, Шунталта–пĕрре виççĕмĕш пайĕ, Клевлĕпе Челно-Вершинта – 30-шар процент... Облаçра “Самар ен” хаçат тухса тăрать.

730 пин çын (Самар хыççăн 2-мĕш хула) пурăнакан Тольяттинче те чăвашсем пайтах. Ку чăн малтанах хулара “Жигули” çăмăл автомашина кăларакан мăн завод тивлечĕ темелле. Унăн никĕсне хывма йывăр ĕçрен ÿркенмен чăваш яш-кĕрĕмĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче таçтан-таçтан пуçтарăннă.

Ăшă йыхрава хапăл туса тата инçе çула çывăхлатма тухнă Чăваш Ен делегацине (унăн йышĕнче çак йĕркесен авторĕ те) хулари чăваш автономийĕн ертÿçи Алексей Петрович Глухов хăй кĕтсе илчĕ. Мухтамалăх пурах çав кунти йăхташăмăрсене. Укçи-тенки тăкăнсах тăмасан та хăтлă хăна çуртне вырнаçтарма та (хуçи татах чăваш, отставкăри генерал), ик кун апатлантарса тăма та, хулари паллă вырăнсене кăтартса çÿрессине йĕркелеме те, организациллĕ вак-тĕвек ыйтусене татса пама та май тупаççĕ.

“Чÿклеме” умĕнхи пĕрремĕш ăшă тĕл пулу хула округне кĕрекен Поволжский поселокăн “Истоки” культура керменĕнче иртрĕ. Аслă та чаплă вăл, алăкĕсем вырăс валли кăна мар, ытти халăх çыннисемшĕн те ялан уçă. Пухăнса калаçма, репетицисем ирттерме уйрăм пÿлĕм уйăрнă: чăвашсем, мордвасем тата тутарсем валли. Шÿтлерех кĕскетсе, “ЧувМорТат” теççĕ виçĕ диаспорăна. Вăхăтĕнче поселокра Совет Сюзĕпех паллă пин-пин сысна самăртакан комплекс кĕрлесе тăнă. Атăл тăрăхĕнчи ялсенчен килнĕ хура ĕçрен йĕрĕнмен çĕр-çĕр çамрăк вăй хунă кунта, çемье çавăрнă, тÿлевсĕр хваттер илнĕ, ача-пăчаллă пулнă. Юлашкинчен Тольятти хулин гражданĕсем пулса тăнă. Шел те, халь çав пысăк предприяти текех çук ĕнтĕ, саланнă, пĕтнĕ...

Культура çурчĕ çумĕнче шакăр хĕрарăмсенчен тăракан “Шурăмпуç” ятлă фольклор ансамблĕ те пур. “Шел те, пирĕн арçынсем кахал, вĕренпе сĕтĕрмесĕр те килтен кăларма çук”, – ÿпкелешеççĕ чипер арăмсем.

Сценăна хайхи пултарулăх ушкăнĕ, унтан пирĕн делегаципе килнĕ Шупашкарти “Илем” ташă ушкăнĕ илем кÿчĕç. Концерта вĕçлекенни йышĕпе те пысăк, яштака та кĕрнеклĕ арсемлĕ хулари тĕп “Шанчăк” ансамбль пулчĕ. Алă çупмасăр ларакан та курăнмарĕ ун чухне. Паллашатпăр та, художество руководителĕ, баян каласа хавхалантарса-çĕклентерсе пыраканĕ Александр Максимов Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пулчĕ-кайрĕ – хамăр Пăлапуç Пашьел чăвашĕ. Пĕр ÿсĕмрисем те, аса илтĕм кăштахран. 70-мĕш çулсенче Çĕрпÿри çутĕç училищине пĕтернĕ çак каччă тăван ялĕнче пуçласа йĕркеленĕ “Униссон” музыка инструменчĕсен ансамбль ячĕ аякка-аякка сарăлнăччĕ. Районти культура çурчĕн сцени çинче вăл пĕрре мар шлягерсемпе савăнтарнă. “Патăрьел хĕлĕ” фестивальте кашнинчех пĕрремĕш призсене çĕнсе илнĕ, кÿршĕ ра-йонсенчен те пуш алăпа таврăнман. Республика дипломĕсем те чылайччĕ. Вăт çакскер виçĕ теçетке çул каялла Тольяттине килсе автозавода слесаре вырнаçнă. Музыкăна чунпа парăннă çын кунта та сулхăнта ларман, тăтăшах алла гитара тытса ĕçтешĕсене паха юрăсем парнеленĕ. Наци вучĕ хĕмленме тытăннă самана çитсен вара “Шанчăка” йĕркелесе яракансен ретне тăнă. Унпа та чăваш пурăнакан вырăнсене çитменни юлман-тăр – мухтав хучĕсемпе дипломант пулнине ĕнентерекен хаклă хутсем купипех! Иленте утмăл тултарнине пăхмасăр халĕ те çивĕч-ха Александр, куç хупса илнĕ çĕре пÿрнисем баянăн темиçе тÿмми çине пусма ĕлкĕреççĕ. “Шанчăка” çÿрекенсем те ăна халех канăва ярас çук. Урăхран ун пек çивĕч купăсçă ăçтан тупăн!

Малалла паллашатпăр та, Саша хамăр енчен пĕр пĕччен те мар иккен. Шăнкăрч пек уçă саспа юрлакан Мария Кузьмичева та Пăлапуç Пашьелĕнченех. Николай мăшăрĕпе вăл вăтăр çул Тольяттинче пурăнать, сывлăх сыхлавĕн пĕр учрежденийĕнче тăрăшать. Вут вĕтсе ташлаканни вара – Иван Ильметов, Аслă Арапуç тăрăхĕнчи Каншелĕнчен. Алла çывхарнине пăхмасăр вĕçкĕн йĕкĕтле саккăрла çаптарма ăста.

Авалхи уяв Тольятти филармонийĕнче иртрĕ. Ăна сумлă лару-тăрура уçма кĕпĕрне элчи, облаç администрацийĕн пĕр управленийĕн руководителĕ Дмитрий Холин, Толятти мэрĕ Анатолий Пушков, культурăпа искусство ертÿçлĕхĕ хутшăнчĕç, çак кунхине хушма суйлав пынине пăхмасăр мĕн пуçласа вĕçне çитиччен залра ларчĕç. Облаçпа хула пуçлăхĕсем чăвашсене хисеплени тÿрех паллă.

Фойе тулли – чăваш тумĕллĕ хавхалануллă арçынсемпе хăрарăмсем. Ватти те, вĕтти те кунтах. Чăвашсем тачă пурăнакан кашни район выставка йĕркеленĕ. Тĕп вырăнта– çĕнĕ тырă–тулă, урпа, ыраш, пăрçа, пăри, ясмăк... Пĕрлех вĕсенчен пĕçернĕ çаврака çăкăрĕ, купăста кукли, улма пÿремечи, хуплăвĕ. Хăмлаллă сăрипе пыл шерпечĕ, кăрчамипе кăвасĕ тата. Кĕреке вĕсемсĕр епле пултăр вăл! Пахча çимĕç çитĕнтерекенсем те, ал ăстисем те пайтах интереслĕ экспонатсем илсе килнĕ. Маттурах çав пирĕн чăвашсем– аллисем ылтăн, кăмăлĕсем ырă, чунĕсем хитре. Кашни район тумĕпе те, эрешĕпе те, юрри-ташшипе те кăштах ăрасна. Чăваш хавалĕ темерĕн!

Программăн тĕп шăнăрĕ – тыр-пул тухăçне халаланă уяв йăли-йĕркине кăтартса парасси. Çак тивĕçе “Тĕлпулу” фольклор ушкăнĕ ăнăçлă пурнăçларĕ. Чÿк пуçĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ Александр Пешне – чăн-чăн мăчавăр, кашни сăмахĕ чĕрене кĕрсе вырнаçать.

Малалла вара гала-концерт пулчĕ. Зал тулли чăваша Тутар тата Пушкăрт республикисенчен, паллах ĕнтĕ, Чăваш Ентен, çавăн пекех Самар облаçĕнчен килнĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ коллективсем паха ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Сăмах май, вĕсенче те Патăрьелсем сахал мар иккен. Курса паллашнă хăш-пĕр çынсене кăна илем. Тольятти хулин Комсомол районĕнчи “Телей” фольклор ушкăнĕнчех иккĕн: Çăл Атăксем – Марияпа Валерий Марлыновсем, Нефтегорск хулинчи “Шанчăк” ушкăнта татах Пăлапуç Пашьел хĕрĕ Елена Ванькова. Аслă Чернигов районĕнчи ушкăнта Аслă Чеменпе Нăрваш Шăхаль пикисемччĕ...

“Чÿклеме”– тĕрлĕ çĕре сапаланса пĕтнĕ чăваш ывăлĕ-хĕрне пĕр тĕвве çыхакан уяв. Çапларах шухăшпа каялла тухрăмăр эпир ăш-пиллĕ Тольятти хулинчен.

Н. ЛАРИОНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика