24 октября 2012 г.
«Чÿклеме йатлă авалхи йăла çинчен пĕр ал çырура çапла çырнă: “Пирĕн патра чăвашсен хăйсен авалхи йăлипе чÿклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чÿклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чÿклеççĕ. Чÿклеме тумасан тырă пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕрре анчах тăваççĕ. Чÿклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ йе тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса ирттерсе йараççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăниччен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çыннисем пухăнса çитсенех чÿклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе – çемйере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр услам çу хураççĕ; унтан тирĕкĕ çине хăй çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чÿклеççĕ ). “Çырлах! çÿлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пÿлĕхçи, пÿлĕхçи амăшĕ, сана çам татса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пулла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-тулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмĕл тусан, çĕмĕл перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех еппин, тет те, пурте çаврăнса сак çине лараççĕ...Чÿклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чÿкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине йарать. Йулашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чÿкленĕ çăккăрпа çийеççĕ. Чăн пирвай ватă çынсем çийеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çу йарса парать. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вĕсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ”.
(Н. И. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинчен» улăштармасăр илнĕ).