24 октября 2012 г.
Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 20 çул каялла, 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче, Шупашкарта наци конгресĕн пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ. Пурĕ 905 делегат суйланнă, вĕсенчен 885-шĕ конгресс ĕçне хутшăннă.
Чăвашсен пĕрремĕш Аслă пухăвне Азербайджан, Беларуç, Литва, Кăркăсстан, Латви, Молдова, Украина, Эстони патшалăхĕсенчен, Коми, Мари, Мордва, Удмурт, Пушкăрт, Тутар, Саха (Якут) республикисенчен, Брянск, Вологда, Волгоград, Екатеринбург, Калуга, Киров, Мускав, Санкт-Петербург, Самар, Сарă Ту, Чул хула, Тюмень, Чĕмпĕр хулисенчен тата ытти çĕртен делегатсем хутшăннă. Унсăр пуçне хăнасем Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен, Венгрирен килнĕ.
Çак пулăма мĕнле палăртма тĕв тытнă-ха ЧНК хастарĕсем; Çак кунсенче унăн президиумĕн ларăвне хутшăнтăмăр. Унта акă мĕнле мероприятисем ирттерме хатĕрленнине пĕлтĕмĕр.
Чăваш наци конгресĕ чăмăртаннăранпа 20 çул çитнине çыхăнтарнă уяв юпа уйăхĕн 26-27-мĕ-шĕсенче иртĕ.
Пĕрремĕш кунĕнче Наци библиотекинче Раççей тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем валли “çавра сĕтел” пулĕ. Вăл 15 сехетре пуçланĕ. Калаçу теми – “Раççей тата чикĕ леш енчи наци культура пĕрлĕхĕсем Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсемпе, культура, вĕренÿ, спорт учрежденийĕсемпе çыхăну тытса ĕçлени, çак енĕпе çивĕч ыйтусене татса пани”.
Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕн-че 11 сехетре К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгрессĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ уçăлĕ. Ун хыççăн кунтах 16 сехетре халăх уявĕ – театрализациленĕ “Хĕр сăри” – иртĕ.
Н. СМИРНОВА.