АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕРСЕ ПĂРАХАС Çитмĕл çул иртнĕ хыççăн

27 октября 2012 г.

Икĕ çул каялла, политика репрессийĕсенче шар курнисен кунĕ умĕн Улатăр хулин масарĕнче пулса курма тиврĕ. Кунта хальтерех кăна Турă амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ “Нечаянная радость” храмсен комплексĕнче, Раççей ново-мученикĕсемпе исповедникĕсен ячĕпе туса лартнă часавай çумĕнче Улатăрта 1937-1938 çулсенче хупса лартнă, унтан персе пăрахнă çынсен юлашкийĕсене тирпейлесе тепĕр хут пытарчĕç. Хальхинче вара çитмĕл çул каяллахи пек йытăлла-мачăлла мар, çынлах-этемлех, халăх умĕнче, уççăн, православи тĕнĕн йăли-йĕркине пăхăнса. Хĕрес лартса.

Улатăр хулинчи электроприборсен завочĕн территорийĕнче айăпсăр персе вĕлернĕ çынсен юлашкийĕсем выртни пирки сас-хура чылай маларах тухнă. Хулара пурăнакансем каласа кăтартнă тăрăх пĕр çулхине кунта çĕнĕ цех валли никĕс чавма пуçланă та экскаватор çăпали этем шăмми-шаккисене çĕклесе кăларма тытăннă. Строительсем тÿрех ĕçе пăрахнă. Ку вырăнта ĕлĕк районти НКВД управленийĕ вырнаçнă пулнă-мĕн. Унта 1918 çултан пуçласа 1942 çулччен Совет влаçĕн кăмăлне кайман вун-вун çын пурнăçне пĕр шелсĕр татнă. Уйрăмах 1937-1938 çулсенче йышлăн пере-пере пăрахнă. Çынвĕлерĕве тĕттĕм каçсенче “ăнкăвăтă” путвалĕсенче йĕркеленĕ те çавăнтах картишне маларах чавса хатĕрленĕ пысăк шăтăка сĕтĕрсе тухса пăрахнă иккен. Вăрттăн çак хушăва шалти ĕçсен комиссариачĕн управленийĕн пуçлăхĕ тата темиçе палач кăна пĕлнĕ теççĕ. Вĕсене, паллах, хăйсене те пуç касаспа хăратса “никама та хыпар сармастпăр” тесе алă пустарнă. Çапла майпа пĕтĕм вăрттăнлăх нихăçан та çиеле тухмĕ тесе шухăшланă. Анчах йĕппе михĕре нумай пытарса усраймăн çав: хăçан та пулин тухатех.

Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава пил панипе асăннă завод территори-йĕнче энтузиастсен пĕр ушкăнĕ асфальтпа тата бетонпа витнĕ пысăк лаптăка чавма пикеннĕ. Çĕр ĕçĕ аллă куна пынă. Вун-вун çул техника çÿресе, ятарласа хытарнă вырăна кĕреçепе алтса шăмăсемпе çĕрсе пĕтмен ытти япаласене тупма çăмăл марине пурте лайăх ăнланатпăр. Апла пулин те çамрăксен ушкăнĕ йывăрлăхран хăраман, çак тапхăрта 3 виле шăтăкĕ тупса палăртнă. Пĕрремĕшĕнчен –33, иккĕмĕшĕнчен – 35, виççĕмĕшĕнчен – 50 çын юлашкийĕсене кăларнă.

Чекистсем персе вĕлернисен хушшинче – тăватă священник. Криминалистсем вĕсенче пĕрин пуç шăммине тĕпчесе вăл Илия Измайлов пачăшкăн пулнине палăртнă. Маларах ăна вырăс православи чиркĕвĕн Синочĕ тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ Çветтуйсен шутне кĕртнĕ.

Репресси çави айне лекнисем – республикăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă çичĕ районтан – Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Каçал, Пăрачкав, Шăмăршă тата Елчĕк хутлăхĕнчен. Пытарма Юхмапа Пăла тăрăхĕсем чи пысăк делегаципе килчĕç. Совет влаçĕ тем пек мантарас тесен те, йывăр тăпра айне кĕрсе выртнăранпа чылай çул иртнĕ пулсан та тăван-пĕтен ячĕ манăçман. Улатăр масарне пысăк хуйхăпа килнĕ çынсен хушшинче паллакан та чылай. Акă, районти Ĕç «биржин» директорне, Йăлăм хастарне Геннадий Афанасьева асăрхатăп. Кунта аслашшĕн икĕ шăллĕне – Дмитрий Афанасьевича тата Илья Афанасьевича (Илюткинсене) илсе килсе персе пăрахнă. Вăтаелĕнчен Николай Табаковпа Галина Павлова пур. Вĕсен кунта – ашшĕн пиччĕшĕ, 1899 çулта çуралнă Ефим Савельевич Табаков. Амăшĕн аслашшĕ (1886 çулта çуралнă Григорий Семенович Краснов) патне Ишлĕрен мăнукĕн ывăлĕ Валерий Зайцев çитнĕ. Тури Чакăри икĕ хĕрарăм шар курнисен списокĕнче хăйсен тăванне, 1891 çулта çуралнă Алексей Митрофанович Софронова шыраççĕ...

Синкерлĕ тапхăр, синкерлĕ шăпа...

Çитмĕл çул ытла çĕр айĕнче выртнă шăмăсене тирпейлĕн пухса хĕрлĕ пуставпа витнĕ вунă пысăк тупăка тултарнă, çиеле пуç шăммисене хунă. Пĕрле чăн çĕре хума пысăк шăтăк алтнă. Республикăпа ра-йонсен ертÿçисем хутшăнакан хурлăхлă митинг, юлашки çула ăсатакансен ячĕпе ирттерекен кĕлĕ...

Çынсене пуçран хыçалтан пистолетран е наганран пенĕ. Хăш-пĕр пульли витĕрех тухса вĕçнĕ – икшер шăтăк. Хăшĕсем мимере чарăннă – вĕсен пĕр шăтăк. Çамрăкне те, ваттине те пăхса тăман. Вĕсен шутĕнче 26-ри тĕреклĕ те сывă арсемпе 78-ра çитнĕ стариксем те пур.

Шăтăк умĕнче Шăнкăртамран килнĕ Фатых Айнетдинович Шамбазов юпа пек хытса тăрать. Вунă тупăкран пĕринче унăн ашшĕ – 1880 çулта çуралнă Айнетдин Шарафутдинович Шамбазов – выртма тивĕçлĕ.

Фатых абый хăй те çамрăк мар ĕнтĕ, сакăр теçеткене кая хăварнă. Туйăмсем те мăкалма ĕлкĕрнĕ темелле. Çапах вăхăт-вăхăт куççулĕ юха-юха анать. Ăнланатăп – хăв кирек миçере пулсан та çăмăл мар тĕнчери чи çывăх тăвана çĕр ăшне хума.

...1937 çулхи авăн уйă-хĕнчи пĕр ăшă кун тытса кайнă унăн ашшĕне. Ун чухне Фатых сакăр çулта çеç пулнă.

– Милиционерсем арестлеме килнĕ чухне эпĕ шкулта пулнă. Тен, урамра кăна чупса çÿренĕ-и; Манăçнă та ĕнтĕ, чылай вăхăт иртрĕ вĕт унтанпа, – аса илет Фатых Айнетдинович. – Аппа каланă тăрăх, ун чухне атте хăйĕн иккĕри мăнукĕпе Минзагитпа ме-чĕте кĕлле кайнă. Ачана çерем çине лартса хăварнă. НКВД çыннисем аттене кĕлĕ çуртĕнчен чĕнсе кăларнă та аллисене çыхса хунă. Пĕрле илнĕ ача патне те пыртарман, çавăнтах пăрахса хăварнă. Урăхран аттене нихăçан та курман. Ас тăватăп-ха, лутрарах кăна çынччĕ вăл, лăпкă та сăпайлă. Хушăран лавккана кайма вак укçа тыттаратчĕ. Унпа вара канĕхвет те туянса курнă...

Айнетдин бабай хутла вĕреннĕ çын пулнă, тĕнче тăрăх çÿресе шахтăра та ĕçлесе курнă. Вăхăтĕнче Çÿрçĕр Кавказа кайса Дагестанри тĕн училищине пĕтернĕ. Революциччен килти хуçалăхра тыр-пул çитĕнтерсе пурăннă, слесарь профессине те хăнăхнăран килтех çĕрĕ-сем, сулăсем, хăлха çаккисем тата тем те пĕр ăсталаса сутнă. Ашшĕ тунă пуç турине аппăшĕ чиксе çÿрени те манăçман. Шел те, çав паха япаласем пĕри те сыхланса юлман.

1921 çулта Айнетдин бабая ялти пĕр кĕлĕ çурчĕн мулли пулма çирĕплетнĕ. Паллă ĕнтĕ, большевиксен влаçĕ мечĕтпе чиркÿрен вутран хăранă пек шикленнĕ. Çавăнпа ун çине тахçантанпах шăл хăйраса тăнă. Çакна хăйĕн тата Мехмутзиан мăшăрĕн суйлава хутшăнмалли çын прависене 1927 çулта туртса илни те аван çирĕплетет. 1930 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче вара Айнетдин Шамбазов çемйине кулаксен шутне хурса 2-мĕш ушкăна (пурĕ тăватă ушкăн) кĕртнĕ. Çакăнта тăракансем “Совет влаçĕн мероприятийĕсене хастарланса хирĕç тăракансем тата патшалăх повинноçĕсене пурнăçламаннисем” шутланнă. Питĕ хăрушă ушкăн! Ял чухăнĕсемпе активĕн пухăвĕ Шамбазовсен мĕн пур пурлăхне туртса илме, çемйине Чăваш АССР территорийĕнчен хăваласа кăларма та палăртнă. Чăн та, хальхинче телейĕ пулнă-ха вĕсен. Раскулачивани епле пынине тĕрĕслеме килнĕ комисси çак йышăнăва пăрахăçланă. Аргументсем те çивĕч: Шамбазов çĕре арендăна илсе пурăнмасть, çынсене тара тытса ĕçлеттермест. Ял хуçалăх налукне тÿлесе татнă. Утă уйăхĕнчи хатĕрлев вăхăтĕнче те патшалăха 50 пăт панă.

Çаплах, шурă хут çине хурапах çырнă авторитетлă комисси протоколĕнче. Вăл паянчченех патшалăх архивĕнче упранать. Ĕнтĕ хăпмалла пек хăй вăйĕпе кăна пурăнакан тирпейлĕ те йĕркеллĕ çемьерен. Йытă çăварне шăмă пĕр кĕрсен тухмасть тесе ахальтен каламан çав. НКВДра та çапларах. Пĕрре куç тĕлне çаклантăн – каялла вĕçертмеççĕ. Мулла ĕçне 1932 çулта пăрахнă пулсан та ăна РСФСР Уголовлă кодексĕн пурте лайăх пĕлекен 58-мĕш статйин 10 тата 11-мĕш пункчĕсемпе айăпласа Шупашкар изоляторне хупса лартаççĕ. Аллах татах çывăхра çÿренĕ-и, хутла лайăх пĕлекен Айнетдин Шамбазов хăй хÿтĕленме пĕлнĕ-ши – нумай тытман, ирĕке кăларнă. Тепĕр тăватă çултан саккунсем тата хаярланса каясси, вилĕм çави тата та вăрăмланса çивĕчленесси пирки ун чух никам та шухăшламан паллах.

Виçĕ уйăхран А. Шамбазов пирки 1937 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи НКВД çу-мĕнчи спецтройка приговор кăларнă: “Совет вла-çĕпе вĕçĕмсĕр уççăн кĕрешнĕшĕн, контрреволюциллĕ агитаци тунăшăн, коллективизацие хирĕç тăнăшăн, СССР оборонине çирĕплетмелли заема çырăнассине хирĕç агитациленĕшĕн персе пăрахас тата хăйне тивĕçтерекен пурлăха туртса илес”. Этемлĕх пуçланса кайнă тапхăрта пурăнатпăр тейĕн: РСФСР Уголовлă кодексĕн статйине те асăнмаççĕ-кăтартмаççĕ. Ăна йышăнман та, çырман та тейĕн.

Нарăсăн 10-мĕшĕнче 58-та пыракан Айнетдин бабая конвоир НКВДăн нÿрлĕ путвалне илсе аннă. Кĕçех пăшал сасси кĕрслетнĕ... Çав каç чун иллисем 16 çынна революци ячĕпе леш тĕнчене ăсатнă. Ун умĕн тата та нумайрах тарлама тивнĕ – çутăличчен вăтăр ар пурнăçне татнă. Пытарма ансат – тупăк тавраш кирлĕ мар, çуса таса çи-пуç тăхăнтартасси çук, карти-шĕнчи шăтăка кăна ывăтмалла. Тата халăх сисиччен таптаса тикĕслемелле. Ыттине нарăс тăманĕсем хуплаççĕ.

Шанăç çукпа пĕрех пулсан та Айнетдин абыя килте чылайччен кĕтсе пурăннă. Тем вăхăт иртсен тин пуç янă хăш-пĕр çын вăрçă хыççăн киле пăт-пат таврăннине илткеленĕ хыççăн çеç, каччă çулне кĕнĕ Фатых прокуратурăна ыйту çырма хăять: “Ăçта-ши пирĕн атте;”

Пĕлетĕр-и, мĕн тесе хуравлать пирĕн çĕр-шыври саккунлăха сăнаса тăракан чи аслă орган; “Айнетдин Шамбазов тĕрмерен тухнă, унăн малаллахи кун-çулĕ паллă мар”.

Тĕрĕслĕх çути кайран-кайран тин çитнĕ. Республика прокурорĕ Е. Жучков 1994 çулхи чÿкĕн 28-мĕшĕнче А. Шамбазовăн пĕтĕм айăпне сирни тата таса ята тавăрни, пĕрлех ăçта тата хăçан вĕлерни çинчен ывăлне Фатых Айнетдиновича ятарласа справка ярса панă. Шел те, ĕмĕрĕпе кĕтнĕ ырă хыпара мулла мăшăрĕ илтсе юлайман, вăл 92 çула çитсе 1987 çулта çĕре кĕнĕ.

Сывă çын амалет...

Савнă упăшкасăр, юрат-нă ашшĕсĕр тăрса юлнă çемье çине тĕнчен пĕтĕм нуши йăтăнса аннă тейĕн. Выçăллă-тутăллă пурăнни, хĕлле шăнса ĕнтĕркени кăна çитмен, пĕр çулхине кил-çурт вутра кĕл-леннĕ. Апла пулин те çемьере ашшĕ вырăнне тăрса юлнă Фатых малалла тĕмсĕлнĕ, “класс тăшманĕн” ачи тесе мăшкăлланине, малтан комсомолтан, унтан партирен пăрса хăварнине пăхмасăр малалла тапăçланнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнче тинтерех кăна уçăлнă сад ăстисен шкулне икĕ çул çÿресе професси илнĕ. Патăрьелĕнчи улма-çырлапа пахча çимĕç çитĕнтерекен питомникра малтан бригадирта, унтан аслă агрономра вăтăр çул вăй хунă, директорта та ĕçлесе курнă. Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн “Хисеп Палли” ордена ти-вĕçнĕ. Ăна ВДНХан бронза медалĕпе виçĕ хут чысланă. Çак хушăрах Фатых ялти каçхи вăтам шкула, унтан куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтерсе диплом илме пултарнă. 1981 çулта район пуçлăхĕсем Фатых Айнетдиновича Патăрьелĕнчи газ участокне ертсе пыма шанаççĕ. Вăл мастерта вăй хунă тапхăрта баллонлă газ 10 пин хваттере çитнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр ултă çул çĕр айĕнчи газ пăрăхĕсене юсаса-пăхса тăракан слесарьте тăрăшрĕ.

Хисеплĕ ĕç ветеранĕ хăйĕн мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Тĕпе юлнă кĕçĕн ывăлĕ Мансур ашшĕ хыççăн районти газ службине йышăнчĕ, вунă çул ĕнтĕ “Канашмежрайгазăн” Патăрьелĕнчи участокĕн тилхепине ăнăçлă тытса пырать.

Фатых абый хăй лартнă çуртра ачипе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе пурăнать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать: пирус туртмасть, эрех ĕçмест, çывăхри мечĕте кĕлле çÿрет.

«Ахăр самана текех ан таврăнтăрччĕ. Çакна аллахран чун-чĕререн ыйтатăп...»

Ку сыв пуллашас умĕн Фатых Айнетдинович каланă сăмахсем. Вĕсен çумне урăх нимĕн те хушаймастăн.

Н. ЛАРИОНОВ,

Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика