03 ноября 2012 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне районтан çеç мар, республикăран та кунти хăтлăхпа курса савăнма чылай коллектив килет. Хальхинче çак кантур ĕçченĕсем хăйсем инçе çула çывăхлатса тĕп хуламăра çитнĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаканскерсем чăн малтанах Шупашкарти лаша спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашнă. Сăмах май каласан кунта пирĕн ентешĕмĕрĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕн Валерий Егорович Красновăн хисепĕ те пысăк. Паянхи кун шкулта 47 чĕлхесĕр янавара пысăк ăмăртусене тухма хатĕрлеççĕ. ФСК директорĕн, лаша спортĕнче нумай хутчен çитĕнÿ тунă А. Красновăн “Крап” урхамахĕ те кунтах хăнăхать иккен.
Икĕ коллектив туслă паллашу хыççăн Виктор Петров кулăшçăн шоу-концертĕнче пулса савăнни вара малашнехи çыхăнăва çеç çирĕплетĕ.