03 ноября 2012 г.
Йĕпреçри этнографи музейĕ уçă тÿпе айĕнче вырнаçнă. Чăваш Республикинчи пĕрремĕш этнопарк 1980 çулхи июнь уйăхĕнче хута кайнă. Унта аваллăхпа çыхăннă 4000 яхăн экспонат упранать. Иртнине куç умне кăларас тесе питĕ нумай тăрăшнă, çитĕнекен ăру асаттесемпе асаннесен пурнăçне тĕплĕнрех пĕлччĕр тесе вăй хунă.
Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулти 8б класра вĕренекенсем асăннă музея çитсе килчĕç. Музея ертсе пыракансем экскурсие килекенсене ăшă туйăмпа кĕтсе илчĕç. Унта кĕрсен вара хăвна аваллăха лекнĕнех туятăн.
Вĕренекенсем асамлă вырăнта чăваш çыннин ĕлĕкхи кил-çурт таврашĕпе çыхăннă япаласене, ХIХ ĕмĕр çурринчи – ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи хура пÿрте, çил арманне, хуп витнĕ икĕ хутлă кĕлете, тыр-пул усрамалли ларсене, хура мунчана тата ыттине те курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Çаксем пурте музей картишĕнче вырнаçнă.
Ÿкерчĕксен галерейинче вара Чăваш Республикинчи ÿнерçĕсен 300 ытла ĕçне пăхса савăнчĕç.
Ачасемшĕн курмалли, пĕлмелли темĕн чухлех пулчĕ.
В. ФЕДОРОВА,
класс ертÿçи.