03 ноября 2012 г.
“Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” пыракан акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕрентекенсем ачасемпе спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, КВНсем, викторинăсем ирттерсех тăраççĕ. Ку хутĕнче вара йăлана кĕнĕ пионербол вăййи йĕркелерĕмĕр. Хăйсен пултарулăхне, тавракурăмне пĕлсе усă курса пĕрремĕш вырăна 7а класс тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 6 б-па пиллĕкмĕшĕнче вĕренекенсем пайларĕç.
Çавăн пекех Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри Н. Ракова йĕркеленĕ мероприятие 11 классем хутшăнчĕç. Унти тĕл пулу – пирус туртни, наркоманипе токсикомани сиенĕсем çинчен диспут пуçарма, видеофильм, презентаци пăхма май туса пачĕ. Ачасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç.
Улттăмĕшсемпе С. Кальметов йĕркеленипе КВН иртрĕ. Вăйăра тавракурăм анлă пулни кирлĕ пулчĕ. Ачасен çак темăпа çы-хăннă тупмалли юмахсен хуравĕсене, ваттисен сăмахĕсене пĕлме тиврĕ. Мĕнле тăрăшсан та 6б класа парăнтараканни пулмарĕ, парнене те вĕсемех çĕнсе илчĕç.
В. АНТИПОВ.