АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш çитĕнĕвĕ савăнтарать

03 ноября 2012 г.

Юхма ен пултаруллă та ĕçчен çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри вăл – Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ В. Арланова. Ашшĕ-амăшĕ ачана пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, çынна хисеплеме, йывăр вăхăтра пулăшма вĕрентнĕ. Тен, çавăнпах Валентина Михайловна хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăрать.

Вăл 35 çул ачасемпе ĕçлет. Малтанах çуралнă ялĕнчи шкулта пионервожатăйра вăй хунă. Кайран Вăтаелĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ панă. Унта ăна паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ, ĕçченлĕхĕпе ырă кăмăлне, сăпайлăхне манмаççĕ. Иртен-çÿренпе вăл ăшшăн калаçни халĕ те чылайăшĕн асĕнчен тухмасть. Ватăпа ватă çын пек, çамрăкпа çамрăк пек пулни кăмăллах çав. Пĕрремĕш учителе вĕренекенсем çавăнпа хисеплеççĕ. Уявсенче чечек çыххисем пĕрмаях парнелеççĕ.

Валентина Михайловна каярахпа ялтан хулана пурăнма куçнă. Унта та алă усса ларман, 47-мĕш шкула вырнаçнă. 10 çул хыççăн ăна Шупашкарти 24-мĕш вĕренÿ учрежденийĕнче директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă. Унта вăл 11 çул ĕçленĕ. Питĕ пысăк хисепре пулнă. Тăрăшулăхне кура В. Арланована Шупашкарти “Надежда” пуçламăш шкул ача-садĕнче директор пулма çирĕплетеççĕ. Унта вăл 5 çул вăй хурать. Чирлĕ, йывăр шăпаллă, алă-ура хавшак ачасем çÿреççĕ шкула. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та Валентина Михайловна ертÿçĕ тилхепине лайăх тытса пырать.

Кунти шкула кĕрсен чун савăнать. Унта ăшă та тирпейлĕ. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа кунта нумай улшăну пулнă. Хăйсем тĕллĕн утайман ачасем валли микроавтобус, ыттисене валли сывлăха çирĕплетмелли тренажерсем туянма май тупнă. Бюджет укçипе çуртăн мал енне, тăррине, чÿречисене çĕнетнĕ, В. Арланова ачасемшĕн чунне парса ĕçлет. Тăрăшни çĕре ÿкмест. Валентина Михайловнана авăн уйăхĕнче “Раççей Федерацийĕн вĕрентÿри тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята пачĕç. Вăл çакна тивĕçлех. Эпир те унăн çитĕнĕвĕпе савăнатпăр. Ĕçре ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Сăпайлă та матур вăл

Ĕçлет чунне парса.

Алли вара ун ылтăн

Илем кÿрет шкула.

Ыр кăмăллă хĕрарăм

Пурне те тарават.

Сасси вара сар кайăк

Юрра шăрантарать.

Ташлать вăл акăш евĕр

Пăхса ытармалла.

Ĕçне хака хурсассăн

Медаль çактармалла.

В. МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика