03 ноября 2012 г.
“Авангард” хаçатра О. Иванован вырăсла пичетленнĕ “Сохраним родной язык” статйине вуланă хыççăн тарăн шухăша кайрăм.
Республикăри вĕрентÿ министрĕ В. Иванов чăваш чĕлхине вĕренесси, чăвашла калаçасси çулсерен чакса пынине палăртать. Пирĕн районта çакă уйрăмах уççăн курăнать. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам-ха. Район центрĕнче халь ача сачĕсем нумайланчĕç. Ирхине ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрăва унта ăсатать. Пĕрисем автомашинăпа, теприсем коляскăпа килеççĕ. Ачисемпе нихăшĕ те чăвашла калаçмасть – пурте вырăсла. Садикри воспитательсем – каллех вырăсла. Киле илсе таврăнсан та çак чĕлхех хуçаланать. Хамăр та, çитĕннисем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан “Здравствуйте” е “Привет” тетпĕр. Чăвашла сывлăх сунса калаçакан районта пĕр-икĕ çын кăна-тăр.
“Тăван Атăл”, “Ялав” журналсене çырăнса илекенсем çукпа пĕрех, таса чăваш сăмахĕсемпе калаçакан та, çыракан та çук тесен йăнăшмастăп пуль. Чăваш Ишек ялĕнчи С. Кулакова, Патăрьелĕнчи Л. Сорокина вĕрентекенсем пур-ха чăваш чĕлхине упрама тăрăшакансем. О. Иванова та хăйĕн статйине чăвашла çырма вăтаннă пуль. Чăваш чĕлхи çинчен сăмах пырать вĕт-ха унта.
Чылай шкулта ачасем тăван чĕлхене юратсах вĕренмеççĕ. Мĕншĕн ютшăнатпăр-ха анне парнеленĕскертен;
Республикăра пурăнакансем те пĕр чĕлхепе калаçма вĕренсе çитеймерĕмĕр. Анатрисем хăйсем, тури чăвашсем хăйсем пĕр-пĕрне ăнланман сăмахсемпе пуплеççĕ. Чĕлхере эпир халиччен илтменнисем те сиксе тухаççĕ. Вун икĕ уйăх ятĕнчен çуррине те чăвашла пĕлместпĕр-вĕт.
Чăваш патриархĕ И. Яковлев, Г. Волков академик, Н. Никольский, И. Бичурин, Н. Ашмарин чăваш чĕлхине пуçаракансем çинчен те манса каяс марччĕ.
Республика тулашĕнче – Красноярскра, Оренбургра, Пушкăртра, Самарăра, Чĕмпĕрте – самаях чĕлхене упрама пĕлеççĕ. Ĕлĕкрен манăçа пуçланă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕрте пуçларĕç. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли нумай. Эпир вара вырăслана пуçларăмăр. Эпĕ те “Авангардсăр” пуçне 3-4 экземпляр вырăсла хаçат çырăнатăп.
Юлашкинчен çакна палăртасшăн: чăваш чĕлхине малтан хамăр çемьере вĕренсе, аталантарса пырса упраса хăварма тăрăшмалла. Атте-аннепе, ачасемпе чăвашла калаçмасан эпир чăвашсем те мар. Çапла мар-и;
А. ЯЛУКОВ.