АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта ĕç тупма пулăшаççĕ

03 ноября 2012 г.

Чарльз Дарвин ĕнентернĕ тăрăх, упăте ĕçленине пула этеме çаврăннă. Те чăнах та çапла, те урăх сăлтава пула, кăна эпир татса калаймастпăр. Анчах ĕç чăннипех те пурнăç тыткăчине пурте лайăх пĕлетпĕр. Икĕ алла сулласа çеç çÿренипе пурнăç тума çук. Шел пулин те, хăйсен профессипе тăрăшмалли вырăн тупайманнисем, организаци-предприятинче штата кĕскетнипе ĕçсĕр тăрса юлнисем те пур. Вĕсен ăçта каймалла; Шăпах çакăн пеккисене йышăнать те ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Центр пурнăçĕ, кунта шута тăма килекенсене паракан пулăшусем пирки тĕплĕнрех унăн ертÿçи Г. Афанасьев каласа пама килĕшрĕ.

– Геннадий Иванович, центрта паян миçе çын шутра тăрать; Вĕсен йышĕ юлашки çулсенче ÿсет е чакать;

– Октябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пирĕн патра 124-ăн шутра тăнă. Çакна та тÿрех палăртса хăварас килет: ĕçсĕррисен шучĕ чакса пырать. Пĕлтĕр кăна асăннă вăхăт тĕлне 205 çыннăн ниçта та вăй хумалли пулман. Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх паракан пулăшăва 1115-ĕн илнĕ. Вĕсенчен 921-шне вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă, 75-не вĕренме янă: тракториста, водителе, парикмахера... Профориентаци тивĕçтерĕвĕпе 1121-ĕн, социаллă дотаципе – 50-ăн, психологи тренингĕпе 30-ăн усă курнă.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çынсене Раççей Федераци, республика шайĕнчи программăсемпе усă курса ĕçе вырнаçма пулăшатăр, вĕренме яратăр.

– Чăнах та çапла. Кунта килекенсем миçе çултине, мĕнле професси илнине тата ыттине те пăхатпăр. Акă, училищĕсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулти яшсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса памалли ятарлă программа пур. Унпа килĕшÿллĕн кăçал виçĕ çамрăка пулăшрăмăр.

“Ĕç шырассипе йывăрлăх туякансем” программăпа усă курса 11 çын ĕçлĕ пулчĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕ-шĕ – инвалид, тăваттăшĕ пенси çулне çывхаракан, иккĕшĕ нумай ачаллă çемьесен ашшĕ-амăшĕ. Ĕç паракансене вĕсене йышăннăшăн тата вăй хума тивĕçлĕ условисем туса панăшăн патшалăх укçа та уйăрса парать. Тĕслĕхрен, сывлăх енчен хавшакрах икĕ çынна хăйсем патне илнĕ организацисене 50-шар пин тенкĕ тивĕçнĕ.

Шкулта вĕренекенсем те центр хÿтлĕхĕнче. Каникулсем вăхăтĕнче, уроксем хыççăн 14-18 çулсенчисем алăра тыткаламалăх укçа тăваççĕ. Кăçал çул çитмен 473 хĕрпе каччă тăрăшрĕç. Урăх регионсене те ĕçлеме яма пултаратпăр. Мускав облаçĕнчи пĕр предприятине пирĕн центр урлă 16-ăн вăй хума кайрĕç.

Декретра ларакан хĕрарăмсем те хăйсен пĕлĕвне ÿстерме, профессие улăштарма пултараççĕ. 11 ача амăшĕ çакăн пек турĕç те.

– Ĕç вырăнĕсене ăçтан тупатăр-ха;

– Организацисемпе предприятисем пирĕн пата хăйсен мĕнле вакансисем пуррине “Электронный работодатель” программăпа пĕлтереççĕ, эпир вĕсене пирĕн патра тăракансене сĕнетпĕр. Октябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 390 ĕç вырăнĕ пушшине каланă, унтан хăш-пĕрне валли вăй хуракансем тупса панă. 9 уйăхра вакансисен 7 ярмăрккине ирттернĕ. 129 çын хутшăннă пулсан 70-шĕ тăрăшаççĕ. Çавăн пекех халь “Скайп” программа вăй илчĕ. Ĕç паракан шутра тăракансемпе скайп (интернет пулăшнипе) урлă калаçса килĕшÿ тăваять. Информаци киоскĕ те иккĕ пур. Пĕри “Юхма” пасар территоринче, тепри хамăр патăрта вырнаçнă. Унта хăть кам та пырса Раççейре, республикăра сĕнекен ĕçсене пăхма, саккунсемпе паллашма пултарать.

– Геннадий Иванович, центр пулăшнипе бизнес йĕркелесе яракансем те пур тенине илтнĕччĕ...

– Кăçал çеç пирĕн патăртан 24-ăн предпринимательлĕхпе консультаци илнĕ, вĕсенчен 20-шĕ вĕрентÿ семинарне хутшăннă. Тăваттăшĕ бизнес йĕркеленĕ, виççĕшне хăйсен ĕçне уçма патшалăх 58,8 пин тенкĕ укçа панă.

– Ĕçпе тивĕçтерекен центра килсе шута тăрас текенсен мĕн пĕлмелле;

– Центр пулăшнипе ĕç тупас текенсен 16 çултан кĕçĕн пулмалла мар. Пĕр-пĕр вĕренÿ заведенине пĕтернисен диплом, шкул хыççăнхисен аттестат кирлĕ. Кăмăл пуррисене ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене алла илме вĕренме яма та пултаратпăр. Штата кĕскетнипе ĕçрен хăтарнисен икĕ эрне хушшинче пирĕн пата килмелле. Çулталăк ытла ниçта та тăрăшманнисене те йышăнатпăр. Шута илнисене кашни уйăхрах пособи тÿлетпĕр. Унăн чи пысăк виçи 4900 тенкĕ (ĕçленисен), чи пĕчĕкки – 850 тенкĕ.

Калаçăва вĕçленĕ май çакна калас килет: пирĕн центр ĕçсĕррисене шута илекенни мар. Эпир халăха вăй хумалли вырăн тупса парассипе тимлетпĕр.

О. ПЕТРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика