03 ноября 2012 г.
Паянхи рынок экономикинче пĕчĕк бизнес пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн усси районăн аталанăвне те витĕм кÿрет. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ĕçлекенсен шучĕ çуллен нумайланса пырать. Çавна май туса кăларакан продукцисен, тивĕçтерÿсен калăпăшĕ те ÿсет, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртнĕрен пахалăхĕ те лайăхланса пырать.
Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк предпринимательлĕхре 3870 çын тăрăшать. Вĕсенчен ытларах пайĕ ял хуçалăхĕнче тата суту-илÿпе обществăлла апатлану сферисенче вăй хураççĕ. Çавăн пекех строительствăра та пур: çурт-йĕр хăпартаççĕ, çулсем сараççĕ... Йывăçран, тимĕре шăратса япаласем ăсталассипе те тимлеççĕ тата ытти те.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассишĕн район та сахал мар тимлĕх уйăрать. Час-часах пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕсем иртеççĕ. Унта Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерствин представителĕсем хутшăнаççĕ. Çакăнтах патшалăх паракан çăмăллăхсемпе паллаштараççĕ, канашсем параççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк бизнес вăй илсе пырать пулин те, татса паман ыйтусем пур-ха. Вĕсенчен пĕри – выльăх пуснă хыççăн юлакан каяшсене пуçтарса тирпейлесси. Ку проблема юлашки вăхăтра тата та ытларах çивĕчленчĕ. Районта уйрăм хуçалăхсенче ĕне-вăкăр пăхса ÿстерсе пусса какая ăсатакансем, уйрăмах Шăнкăртамра, нумай. Анчах юлашки ăпăр-тапăра пĕр çĕре пухса тепĕр хут ĕçе кĕртессине йĕркелемен. Хальхи вăхăтра шăмă çăнăхĕ хатĕрлекен цехăн вырăнне палăртнă. Проектпа смета документацине тума пуçланă, администраци çуртне хăпартма пуçăнассипе ĕçлеççĕ. Çак цех хута кайсан тата 30-тан кая мар çынна валли вăй хумалли вырăн уçăлать тата санитарипе экологи лару-тăрăвĕ те лайăхланать.
Хумхантаракан тепĕр ыйту вăл – туса илнĕ çĕр улмие, пахча çимĕçе, сысна какайне реализацилесси. Тар тăкса ÿстернĕ продукцие хамăр тĕллĕн сутаймастпăр. Ытларах чухне посредниксем урлă çеç вырнаçтаратпăр. Çакна пула хак та йÿнелет. Ку проблемăна пурте пĕр шухăшлă пулсан тата темиçе сийлĕ системăллă ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелесен татма май пур.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх халăха тивĕçтерÿ парассипе те кирлĕ пек аталанман. Атă-пушмак, телерадиоаппаратурăсене, сехетсене юсакан ăстасем çукпа пĕрех.
О. БЕЛЬДЕКОВА.