07 ноября 2012 г.
Сочинче 2014 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Олимпиадăпа Паралимп вăййисем уçăличчен 500 кунран та катăлчĕ. Ăна халалласа Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ятарлă уроксем иртрĕç. Вĕсен планне директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р. Вахитова турĕ. Унпа килĕшÿллĕн пуçламăш классенче спортсменсем вăйăсене мĕнле хатĕрленни çинчен калаçусем иртрĕç.
А. Сабирзянова истори учителĕ олимп вăййисен историне тĕплĕн çутатса пачĕ. Вĕренекенсем класс сехечĕсенче олимпиадăсен символикисемпе паллашрĕç. Паралимп вăййисен эмблеми виçĕ тĕсрен тăрать: хĕрлĕ, кăвак, симĕс. Вăл çыннăн хускану пулăмĕпе çыхăннă туйăмĕсене вăратнине пĕлтерет иккен.
Сочинче сусăр спортсменсене те, куракансене те, хăнасене те кăмăллă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Информатика урокĕнче Р. Даутов ертсе пынипе сайта кĕрсе çак ыйтăва уçăмлатрĕç. И. Камалетдиновпа Т. Даутова физкультура учителĕсем Паралимп спорчĕн хĕллехи вăй-йисемпе паллаштарчĕç, вĕсенче çитĕнÿ тунă спортсменсен кăтартăвĕсене аса илчĕç.
Ю. КУЛАКОВА.