АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă Амăшĕ Хута кĕнипе

07 ноября 2012 г.

1591 çулхи май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Углич хулинче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Çак кун Иван Грозный патшан 8 çулхи ывăлне, çĕр-шыв престолĕн пулас хуçине, Димитрие тискеррĕн вĕлернĕ. Çак йывăр çылăх пĕтĕм халăха, пĕтĕм çĕр-шыва пысăк сиен кÿнĕ. Вырăс патшалăхĕнче Рюрик династийĕ вĕçленет. Патша престолĕшĕн хаяр кĕрешÿ пуçланса каять. Раççейре йĕркесĕрлĕх, тĕрлĕ вăрă-хурах ушкăнĕ хуçаланнă. Çĕр-шыв йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкет, пăлхавлă самана пуçланса каять. Пăлханупа усă курса Мускаври влаçа Польшăпа Литва интервенчĕсем ярса илеççĕ. Патша престолĕ çинче поляксем уйăрса лартнă суя Димитрисем пĕрин хыççăн тепри улшăнса тăраççĕ.

1606 çулта асап тÿссе вилнĕ Димитрийĕн çĕрмен таса ÿтне Мускава илсе килсен, халăх тата ытларах пăлханса каять, чиркÿ тавра çирĕпрех чăмăртанать. Мускавпа пĕтĕм Русь патриархĕ Ермоген кашни хулана тата чиркÿсене грамотăсем çырса ярать, халăха тăван çĕр-шыва тăшмансенчен хăтарма, чăн тĕне католиксенчен сыхласа хăварма чĕнет.

Чулхула старости Кузма Минин, Дмитрий Пожарский тата Дмитрий Трубецкой князьсем халăх ополченине йĕркелеççĕ. Пĕтĕм халăх кĕрешĕве çĕкленет. Тăван çĕре, тăван халăха çеç мар, чи малтан хамăрăн чăн тĕн тасалăхне, аттемĕрсенчен юлнă хаклă ĕненĕве, турă панă ирĕклĕхе сыхласа хăвармалла пулнă. Православи тĕнĕ çинче никĕсленнĕ вырăс патшалăхĕ умне пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Акă мĕншĕн алла хĕç-пăшал тытнă вырăс халăхĕ тата ун тавра Раççейпе пĕр-лешнĕ халăхсем. Çак кĕрешĕве чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕсем те хастар хутшăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çакăн çинчен Юхма Мишши çырнă “Мускав çулĕ” романра та вуласа пĕлме пулать. Çак йывăр тапхăрта пĕтĕм халăх – пуянни те, чухăнни те – пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăннă: сĕмсĕр тăшмана вырăс çĕрĕнчен хăваласа кăлармалла.

Халăх çĕкленĕвĕнчен хăраса ÿкнĕ интервентсем Ермоген патриарха поляксене пăхăнма халăха чĕнсе калама хушаççĕ. Патриарх килĕшмест. Ăна тĕрмене тытса хупаççĕ те выçăпа асаплантарса вĕлереççĕ. Мускаври пĕтĕм халăх виçĕ кун типĕ тытса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ умĕнче Турра кĕл тунă. Çак хăватлă турăшăн копийĕ (списокĕ) халăх ополченийĕнче те пулнă. Ун умĕнче кашни кун молебен ирттерни сая кайман. Пĕтĕм халăх кĕрешĕве тухни Турă Амăшĕ хута кĕнĕрен çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Тăшмансем текех чăтса тăрайман. Вĕсене Мускавран пĕтĕмпех хÿтерсе кăларнă.

1613 çулта çамрăк Михаил Романова патшана суйласа лартаççĕ. Çĕр-шывра каллех лăпкă пурнăç йĕркеленсе каять. Романовсен династийĕ 300 çул ытла тытăнса тăнă. Çак вăхăт хушшинче Вырăс патшалăхĕ Раççей империйĕ пулса тăрать, тĕнчери чи вăйлă аталаннă çĕр-шывсен шутне кĕрет.

Л. ЛЯЛЬКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика