АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене сиенлĕ информацирен пĕрле хÿтĕлемелле

07 ноября 2012 г.

Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Александр Андреев йĕркеленĕ “çавра сĕтел” çакăн евĕр шухăша тĕпе хурса ĕçлерĕ. Уçă калаçу ирттермелли сăлтав авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккун, çул çитменнисене ырă йăла-йĕркене аркатакан, усал ĕç тума хĕтĕртекен тата ытти киревсĕрлĕхе сарăлма пулăшакан информаци продукчĕпе ирĕклĕ усă курма чарас тĕллевпе йышăннăскер, пулса тăчĕ.

“Ачасен сывлăхне тата аталанăвне сиенлекен информацирен хÿтĕлесси çинчен” саккунăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавна май Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ача прависен уполномоченнăйĕ çумĕнче ятарлă Общество канашне йĕркеленĕ. Вăл саккун вăя кĕнĕ май сиксе тухакан тавлашуллă ыйтусене татса паракан тытăм пулĕ.

“Çавра сĕтел” ĕçне хутшăннисем саккунра чăннипех те “каласа çитерейменни” пуррине палăрт-рĕç. Тĕслĕхрен, библиотекăсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Пĕчĕккисем валли кăларнă кĕнекесенче, сăмахран, иккĕлле шухăш çуратакан самантсене çине-çинех тупма пулать. Кашни шăпăрлан вуласа ÿснĕ “Йăвача” юмахра та ачасене сиен кÿрекенни пуррине палăртаççĕ. Кашкăрпа мулкач путишĕсем, Карлсонпа ача... Çак мультфильмсенче те ача-пăчана пăхма юраманнине (Кашкăр чĕлĕм мăкăрлантарать е Карлсон ачана усал ĕç тăвас шухăшпа çурт тăррине илсе хăпармасть-и-ха;) асăрхаççĕ. Библиотека фончĕсем питĕ пысăк, вĕсене пăхса тухса “юрани” тата “юраманни” çине пайласа тухасси пĕрре те çăмăл пулас çук.

Ачасене хамăрăн юмахсем, мультфильмсем, киносем тивĕçлĕ воспитани пама пултараççĕ. Пĕчĕккисене вара Америкăра туса хатĕрленисем ытларах илĕртеççĕ. Вĕсене пăхнă чухне ашшĕ-амăшĕн ачисемпе юнашар лармалла, иккĕллĕ самантсене уçăмлатма е çавăн йышши сценăсем вăхăтĕнче ачасен тимлĕхне урăххи çине куçармалла.

Хыçа юлнă çирĕм çул хушшинче сиенлĕ информаци сараканни (хаçат-журнал, кĕнеке, видеоматериал т. ыт. те) темĕн те пухăннă. Саккун пулăшнипе вĕсенчен вăхăт иртнĕ май “тасалса” пыма май килĕ.

“Çавра сĕтеле” хутшăннисем информаци уçлă-хĕн мĕн пур субъекчĕ, ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕр шухăшлăн саккун ыйтнине пурнăçламасан информаци хăрушсăрлăхне ÿстерме май килес çуккине çирĕплетрĕç. Шел те, чылайăшĕ саккун пирки те, вăл мĕн тĕллевпе вăя кĕнине те пĕлмест. Телеэкрансем çине тухакан асăрхаттару паллисене сывлăш температури вырăнне йышăнакансем те пур.

“Хыпартан”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика