07 ноября 2012 г.
Юпа уйăхĕн 16-мĕ-шĕнче Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра “Г. Айхи – чăваш поэзийĕн сÿнми çăл-тăрĕ” кĕнекесен выставки уçăлнăччĕ. Çак хушăра унпа 386 çын паллашма пултарчĕ. Курава поэт-ентеше, Геннадий Николаевич Айхине (1934-2006) халалласа йĕркеленĕ.
Тăватă пайран тăракан выставкăра Г. Айхин тĕрлĕ çулта çырнă произведенийĕсем, вырăс, франци, венгр, акăлчан, нимĕç, швед, китай, поляк пăлхар, фин, латыш, тутар, грузи, грек, испан чĕлхисене куçарнă кĕнекисем, паллă çыравçăсен хаклавĕсемпе сĕнĕвĕсем вырнаçнă.
Кĕнекесемпе ачасене паллаштарас тĕлĕшпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене, унăн культурипе йăли-йĕркисене, çитĕнекен ăрăвăн чăвашлăх туйăмне, мăнаçлăхне аталантарассишĕн, упраса хăварассишĕн тимлеççĕ.
Çав тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Бабаева, Н. Путякова, иккĕмĕшĕнчи М. Ивановапа Т. Дмитриева тата Туçа шкулĕнчи М. Табакова хăйсен вĕренекенĕсене библиотекăна илсе килчĕç.
Куравпа паллашакансене краеведени пайĕн ертÿçи Н. Мазякова поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартни, унăн сăввисене пăхмасăр вуласа пани тыткăна илет. Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ “Айги: Чувашии и миру” электронлă презентаци те поэтпа питĕ туллин те анлăн паллаштарать.
Айхи куравĕпе чÿк уйăхĕ пĕтичченех паллашма пулать.
Н. ВАСИЛЬЕВА.