07 ноября 2012 г.
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ пур. Эпĕ ăна ватă çынсем каласа панă тăрăх пуçтартăм. Шăхач ялĕ икĕ ĕмĕр çурă каялла пуçланнă-мĕн. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ял тăрăхĕнчен 346 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 168-шĕ каялла таврăнайман.
Пысăках та мар Урэ ятлă кÿлĕ пур. Ялта 297 кил шутланса тăрать. Вĕсенче 802 çын пурăнать. Мылов тата Сулагаев хушаматлисем йышлăн. Пирĕн ял паллă çынсемпе пуян. Вĕсен шутĕнче пĕрремĕш вырăна Шупашкарта пурăнакан А. Яковлев йышăнĕ. Алексей Петрович экономика наукисен кандидачĕ. Тепĕр мухтанмалли çын вăл – Р. Селиверстров. Вăл республикăра чи çÿлте тăракан врач, доцент пулнă.
Аслă Чементи физкультура учителĕ П. Макаров вара тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусен çĕнтерÿçи. Вăл Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. 45 çулта пулин те районта иртекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Кăçал “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Ентешĕмсемпе чун-чĕререн савăнатăп.
М. САМДЕЛОВА.