10 ноября 2012 г.
Кĕркуннен юлашки уйăхĕ пырать. Умра – шартлама сивĕсем, хутса ăшăтмалли хĕллехи тапхăр. Шăпах çак вăхăтра çынсен вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла, пушар тухасран сыхланса тĕтĕм каякан мăръесене лайăх тасатса тăмпа сĕрмелле, кăмакасене тепĕр хут пăхса ямалла. Тĕрĕссипе, вĕсене кашни икĕ уйăхра пĕрре тĕплĕн пăхмалла. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçласа пырсан çеç никампа та пысăк хуйхă, тăкак пулмĕ.
Кăçалхи вунă уйăхра районта вăтăр пушар тухнă. Вĕсенче 1,4 миллион тенкĕлĕх пурлăх çунса юрăхсăра тухнă. Вăл çеç те мар. Чи хăрушши – инкекре пĕр çын ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлни. Сăлтавĕ каллех ÿкĕнĕçлĕ. Ÿсĕр пулнă.
Пушар сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çапах та ытларах электрооборудованипе усă курнă чухне правилăсене пăхăнманнипе пулнă (14 тĕслĕх). Юсавсăр кăмакаран, вутпа асăрханманран шар курнă тĕслĕхсем те пайтах.
Хальхи вăхăтра районта “Пурăнмалли çурт-йĕр” профилактика операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Çак яваплă кунсенче пушар надзорĕпе чаçĕн сотрудникĕсем граждансен килĕсенче пулса пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, ку тĕлĕшпе кирлĕ сĕнÿсем параççĕ. Енчен те уйрăм çынсем йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупăнсан, административлă протоколпа килĕшÿллĕн 1000-1500 тенкĕ штраф тÿлемелле. Çулталăк пуçланнăранпа районти 68 гражданин ячĕ-пе протокол çырма тивнĕ.
Д. ИЗМАЙЛОВ,
пушар надзорĕн инспекторĕ.