10 ноября 2012 г.
Пурнăç урапи шав малалла шăвать. Тин кăна çуркуннеччĕ: хирте тăрисем юрă шăрататчĕç, тракторсен сассисем таçтанах илтĕнетчĕç... Сисмерĕмĕр те, уйсем пушанчĕç, кĕлетсем тулчĕç. Халĕ, пĕтĕмлетÿ тума та май пур. Эпир Патăрьелĕнчи “Батыревский” АХО ертÿçипе П. Ялуковпа тĕл пултăмăр.
– Петр Валерьевич, хуçалăхшăн ку çул мĕнлерех пулчĕ-ши;
– Çулпа çул нихăçан та пĕр килмест, çавăнпа çăмăл та, йывăр та тесе калар мар. Çĕр улми кăçал 301 гектар лартнăччĕ, пĕр гектартан 287 центнер тухрĕ. Тыр-пул 1000 гектарта çитĕнчĕ, унăн тухăçĕ 27 центнерпа танлашрĕ. Пĕлтĕрхинчен кăшт каярах ĕнтĕ, анчах эпир хамăртан мĕн килнине веçех тунă. Пур культурăна та минераллă удобренипе апатлантарнă, гербицид сапнă. Никĕсе хывнă чухнех “иккĕмĕш çăкăра” колорадо нăрринчен тата тымар хурчĕнчен хÿтĕлесе имçамланă. Сăмах май, кăçал эпир тымар çимĕçе комбайнсемпе кăна кăларнă. Вĕсем пирĕн виççĕ, куллен 500 тоннăран кая мар пухса пычĕç.
– Хуçалăхра çĕр улми лаптăкĕ питĕ пысăк. Туса илнĕ продукцие еплерех вырнаçтаратăр;
– Эпир çĕр улмине лартнă чухнех ăçта сутмалли пирки шухăшлатпăр, килĕшÿсем тăватпăр. Халь унсăрăн май та çук. Пĕрисем хиртенех илсе каяççĕ, теприсем пирĕн тавара пĕчĕк партисемпе турттарса тăраççĕ. Унчченхи пек пахча çимĕç базисем çук, çавăнпа та хамăр складсенче упрама тивет. Продукцие çулталăк тăршшĕпех сутас, тупăш курас тесе кăçал çеç тата икĕ хранилище турăмăр. Хăш хуçалăхра хĕл каçараймаççĕ, пĕчĕк хакпах тиесе яраççĕ. Мĕншĕн пирĕн хамăра тăкак кăтартса йÿнĕпе парас! Çĕр улми сорчĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕри пĕр хакпа сутăнать, тепри – урăх тĕрлĕ. Халăх кăмăлне каймалли тымар çимĕç ÿстерме тăрăшатпăр. Паян пирĕн пата Новосибирскран, Оренбургран, Челябинскран, Уфаран ки-леççĕ. Виçĕ çул та пуль, Мускава çĕр улми пĕрре те сутманччĕ. Кăçал машина хыççăн машина ăсататпăр.
Эпир пĕр енпе çеç ĕçлеместпĕр. Хуçалăхра вăл иккĕ-виççĕрен кая кирлĕ мар тесе шухăшлатăп. Акă, 2010 çулхи шăрăха пула тырă та, çĕр улми те тупăш параймарĕç. Ун чухне выльăхсене пула çеç кассăна укçа кĕрсе тăчĕ.
– Вĕсем пирки те сăмах хускатар-ха...
– Пирĕн сăвăнакан ĕнесем 240 пуç. Шутне кăçал та ÿстертĕмĕр, кĕтĕве 2006, 2007 çулсенче пушмак пăрусемпе çĕнетрĕ-мĕр. Халь шăпах ĕнесем пăрласа пымалли вăхăт, çавна май пĕринчен сĕт вăтамран 12 килограмм сăваççĕ. Çулла кăтарту 20-22-рен кая пулман. Апат çителĕклех хатĕрленĕ. 202 тонна утă, 2385 тонна сенаж пур. Ешĕл çимене технологи ыйтнă пек янтăланă. Улăм та сахал мар. Тырра, жмыха тата минераллă хушма апата хутăштарса паракан арман та тикĕс ĕçлет.
Витесем кивĕ, 60-мĕш çулсенче тунисемех. Вĕсене 2006 çулта реконструкциленĕ. Çулленех пурне те юсаса тăратпăр. Кăçал çеç 110 пуç ĕне тăракан пĕр витене çĕнетрĕмĕр.
– Техника паркĕ патне те тимлĕх çителĕклех уйăратăр. Çакă кашни çуркуннепе кĕркунне, транспорта патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă тата хĕле хатĕрлесе лартнă чухне, лайăх курăнать.
– Машинăпа трактор паркĕ – хуçалăхăн тĕп вăйĕ. 21 хурçă “утран” пурте ĕçе тухма юрăхлă, 5 комбайн (икĕ “Дон”, икĕ “Полесье”, пĕр “Енисей”) вырмана хутшăнчĕç. Акара, вырмара усă куракан кăкарса çÿремелли агрегатсене хĕле валли хатĕрлесе лартнă.
– Чылай ял хуçалăх предприятийĕнче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Сирĕн ку тĕлĕшпе еплерех;
– Пĕрлешÿре тĕп специалистсем пурте пур. Фермăпа паркра та кадрсем çителĕклех. Вăй хуракансем хушшинче çамрăксем ытларах. Çакă чăннипех те савăнтарать. Ĕçлекенсене тивĕçлĕ шалу панисĕр пуçне тата хушса та паратпăр. Яваплăха туйманнисем пирĕн патăрта вăй хураймаççĕ.
– Петр Валерьевич, “Батыревский” пĕрлешÿ районта малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхне уçса параймастăр-ши;
– Пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Пирĕн хуçалăхăн вăйĕ – йышра, специалистсенче. Хăть мĕнле техника е урăх япала илес тесен те вырăнта бизнес-план хатĕрлетпĕр. Ăна пăхса тухатпăр, канашлатпăр. Çулталăк вĕçĕнче тишкеретпĕр, çитменлĕхсене палăртатпăр, мĕнле пĕтермеллине сÿтсе яватпăр. Хăш культурăна аксан е лартсан лайăхраххине, ăна ăçта вырнаçтарма май пуррине çуркуннех пăхатпăр. Халь хулари организацисемпе предприятисем те пĕр кунлăхлисемпе çеç ĕçлесшĕн мар.
О. ПАВЛОВА калаçнă.