14 ноября 2012 г.
Чăваш Енре 130 пин ытла çын патшалăхăн хушма укçа (софинансирование) программине хутшăнать. Раççейпе – 9 миллион ытла. Кăçалтан çак программăна хутшăнакансем (пенси çулне çитнисем) хăйсем хывнă суммăран икĕ хут ытларах укçа илме тытăнĕç.
– Пирвайхи тÿлеве илнĕ çынсем хушшинче ахаль çынсемех. Патăрьел районĕнчи пенсионерка, ав, 58 пин тенкĕ ытла илнĕ, Шупашкарти – 83 пин тенкĕ, – палăртать Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Валерий Николаев.
83 пин тенкĕ илнĕ хĕрарăм, сывлăх хуралĕнче ĕçленĕскер, 3 çулччен çак программăна хутшăннă. Çулталăкне 12 пин тенкĕ тÿлесе пынă. Çапла майпа 36 пин тенкине вăл хăй тÿленĕ, 36 пинне – патшалăх, 3,7 пинĕ – инвестици тупăшĕ. Юлнă 7,3 пин тенкĕ – ĕçпе тивĕçтерекен организаци пенсин пухăнакан пайне хывнă взнос. Апла пулсан, патшалăхăн хушма укçа программи чăнласах та ĕçлекен, тупăш паракан проект.
Программа условийĕ ансат. Унта хутшăнаканăн хăйĕн пенсине ÿстерме çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран укçа хывмалла. Калăпăр, хăвăн пулас пенси валли кăçал 2 пин тенкĕ хуратăн, патшалăх та çавăн чухлех хурать. Çитес çул тата 2 пин тенкĕ (е ытларах та), патшалăх та çавăн чухлех. Çапла 10 çул таран. Çак вăхăт хушшинче программăран тухма та, унта каялла кĕме те пулать. Çулсерен хывакан взнос суммине те ÿстерме-пĕчĕклетме май пур.
Программăна кирек кам та хутшăнма пултарать. 14 çула çитнĕ ачаран пуçласа ватă çын таранах. Хушма укçа программи уйрăмах килте ларакан хĕрарăмсемшĕн, предпринимательсемшĕн, çавăн пекех вăхăт-вăхăтăн кăна укçа ĕçлесе илекенсемшĕн усăллă. Вунă çул хушшинче самай пысăк сумма укçа пухма май пур-çке.
Паллах, пенси çулне çитиччен пурăнайăп-ши текен шухăш та çуралма пултарать. Пурнăçра тем те пулать. Ун пек чухне хывнă взноса, патшалăх çавăн чухлех хушнине тата инвестици тупăшне чи çывăх тăванăрсем (правопреемниксем) илĕç. Республикăра кунашкал тĕслĕхсем пур. Ку таранччен вилнĕ çынсен тăванĕсене çур миллион тенке яхăн укçа тÿленĕ.
Патшалăхăн хушма укçа программине хутшăнас тесен пенси фондне заявлени çырмалла. Килтен тухмасăрах, интернет урлă патшалăх пулăшăвĕн порталне кĕрсе те – gosuslygi.ru. – заявлени çырма май пур. Банксемпе патшалăхăн мар пенси фончĕсем те заявлени йышăнаççĕ. Сăмах май, заявленисене 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен кăна йышăнаççĕ. Патшалăх пулăшăвне илес тесен пĕрремĕш взноса та çак датăран кая юлмасăр хывмалла. Укçа тÿлеме ăçта каймалла тетĕр-и; Паллах, ĕçлекенсемшĕн чи ансат мел вăл – ĕç укçинчен тÿрех тытса юлни. Кун пек чухне хăвăр ĕçлекен вырăнти ертÿçĕ ячĕпе мĕн чухлĕ тытса юлмаллине палăртса заявлени çырмалла. Бухгалтери ăна пенси фондне куçарса тăрĕ.
Взноса çавăн пекех хăвăр тĕллĕн кирек епле банк урлă та тÿлеме пулать. Пенси фондĕнчен хăвăр ятпа ятарлă штрих-код кăтартнă квитанци илсен тата меллĕрех. Унпа вара банк терминалĕ урлă тÿлеме пулать.
Чылай чухне программăна хутшăнакансене пухăнса пынă укçана пĕр харăс тÿлеççĕ. Ăна е пенсионерăн счечĕ çине куçараççĕ, е пенсипе пĕрле почта урлă параççĕ.
Программăна хутшăнаканăн хăйне пухăннă укçана пама ыйтса вырăнти пенси уйрăмне заявлени çырмалла. Взносне патшалăхăн мар пенси фондне (НПФ) куçарса пынисем – хăйсем суйласа илнĕ фонда. Патшалăхăн мар пенси фончĕсен тата вĕсен регионсенчи офисĕсен телефонĕсене Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче (www.pfrf.ru) тупма пулать. Канăçсăрлантаркан мĕн пур ыйтăва талăкĕпех тÿлевсĕр ĕçлекен телефонпа та хуравлĕç: 8-800-505-55-55.
Е. НИКОЛАЕВА.