14 ноября 2012 г.
Общество шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр халăхран “Ачасене сывлăхне тата аталанăвне сиенлекен информацирен хÿтĕлесси çинчен” саккун вăя кĕнĕ тапхăрта пулса иртнĕ улшăнусене мĕнле хаклани пирки ыйтса пĕлнĕ.
Ыйтăма хутшăннисен 80 проценчĕ çÿлерех асăннă саккун вырăнлă тесе шухăшлать. МИХсем саккунăн тĕп пайне (информаци продукцине паллă тăвасси) пурнăçланине 82 проценчĕ асăрханă. Роскомнадзор специалисчĕсен шухăшĕпе – çак кăтартусем право акчĕ халăх тимлĕхне ÿстернине çирĕплетеççĕ.
Çав вăхăтрах, социологи ыйтăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх хаклас тăк, общество саккун ĕç-хĕлĕн витĕмлĕхне шанмасть. 70 проценчĕ ачасен сывлăхне тата аталанăвне сиенлекен информаци шайĕ пĕчĕкленнине туймасть. 67 проценчĕн шухăшĕпе – пĕчĕккисене пăхма юраман кăларăмсене каçхи вăхăта халĕ те куçарман. 85 проценчĕ çитĕннисем валли шутланакан пичет кăларăмĕсене ачасене алла илме чăрмантараканни нимĕн те çуккине палăртать. Çак пĕтĕмлетÿсем саккун МИХсен редакци политикине витĕм кÿме пултарнине хирĕçлеççĕ.
Саккунăн хальхи вăхăтри тивĕçĕ – ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене хупăрлакан информаци уçлăхне алла илме пулăшакан хатĕр пулса тăрасси. Роскомнадзорпа çыхăну тытакан психологсемпе педагогсем саккун вăя кĕнине ачасене хÿтĕлекен тата ăс-хакăлне пуянлатакан тытăм йĕркелес туртăмпа тунă пĕрремĕш утăм пек хаклаççĕ. Малашне ашшĕ-амăшĕ, общество организацийĕсем тата МИХсем социаллă тĕрлĕ пуçару пулăшнипе ку енĕпе хăйсене хăйсем йĕркелесе пыма пултарĕç.
Общество шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр çавăн пекех ыйтăма хутшăннисем МИХсем саккуна тиркевлĕн йышăннин сăлтавĕсене мĕнле хакланине те пĕлтерет. 24 проценчĕ маркировка техники пирки çĕкленнĕ тав-лашусенче усламшăн çунакансен вăрттăн тĕллевĕсене асăрханă. 28 проценчĕ саккун вăйсăр тесе шухăшлать. 16 проценчĕ МИХсем хушма йывăрлăхсем кăларса тăратнăшăн сивленине палăртать. 12 проценчĕ çеç ку саккун пулăшнипе МИХсен ĕç-хĕлне тивĕçлĕ йĕркелеме май пуррине шанать. “Хыпартан”.