21 ноября 2012 г.
Хĕрĕх-аллă çул каялла пирĕн районтан тухнă писательсене шутлама алăри пÿрнесем те çитнĕ. Халĕ вĕсен йышĕ ултă-çичĕ теçеткерен те иртет. Литературăра хĕрарăмсем те чылай палăрчĕç: Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Людмила Сачкова, Марина Карягина, Альбина Юрату тата ыттисем те.
Талантлă хĕрарăмсем хушшинче Ева Николаевна Лисина çыравçă хăйне майлă сумлă вырăн йышăнать. Вăл, Геннадий Айхи пиччĕшĕ пекех, тĕнченех тухрĕ темелле. Ева Лисина – 11 кĕнеке авторĕ. Ентешĕмĕр тĕрлĕ халăх драматургĕсен пьесисене те, турккăпа венгр поэчĕсен сăввисене те чăвашла куçарнă. Кăткăс ĕçĕсенчен пĕри – 1996 çулта ачасем валли вырăсларан чăвашла куçарнă “Библи калавĕсем”.
“Çак кĕнекене куçарма пуçласан, Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнче пурăнса унти пурнăçпа çывăх паллашрăм. Тавах Сергия игуменьăна, унти манашкăсене “Пророксен кĕнекисене” редакцилеме пулăшнăшăн. Унти кашни кун маншăн пĕр пурнăç пек пулчĕ”, тет Ева Николаевна.
Е.Н. Лисина Именкассинче (1939 ç.) çуралнă. Çавăнпа тăван тăрăха тăтăшах килсе çÿрет. Тĕп килĕ вĕсен Çĕньялта пулнă. Ашшĕ вăрçа кайиччен Именкассинчи пуçламăш класс учителĕнче ĕçленĕ пирки çемье пĕр хушă унта пурăннă. 1956 çулта Ева Лисина Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă та Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине кĕнĕ. Ун хыççăн Ботаника садĕнче, бионика лабораторинче вăй хурать. Çав çулсенче ĕнтĕ вăл хăйĕн малтанхи калавĕсене хайлать, хăй тĕллĕн турккă чĕлхине вĕренет. Унтан вăл Мускаври Пĕтĕм Союзри библиотекăра аслă редакторта, библиографра ĕçлет, кĕнеке выставкисемпе тĕрлĕ çĕр-шывра пулать.
Ева Лисина ытларах ачасем валли çырать. Унăн кашни кĕнекинчех тĕпре – ача сăнарĕ, кашни хайлавĕнче – чун ыратăвĕ. Психологине лайăх пĕлни шухăша ĕнентерÿллĕ сăнласа пама пулăшать. Çакна унăн “Çĕньял ачисем”, “Çăкăр чĕлли”, “Хупах хăлха Илюк”, “Улăхпи”, “Вĕçекен кÿлĕ” повеçĕсем çирĕплетсе параççĕ.
Çулĕсем çулланнă пулсан та алă усса лармасть-ха ентешĕмĕр, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем калăплать. Тăван пиччĕшĕ Геннадий Айхи пурнăçран уйрăлса кайсан (2006 ç.), икĕ томлă кĕнеке - “Çырнисен пуххи” (2009 ç.) кăларчĕ. Унта пичетленмен чăвашла тата вырăсла сăввисене вырнаçтарнă.
Ева Николаевна тăван тăрăха нихăçан та пушă алăпа килмест. Акă иртнĕ тĕл пулура та “Вĕçекен кÿлĕ-Летающее озеро” (2011 ç.), “Çакă вăл Манран пулнă” (2012 ç.) çĕнĕ брошюрисене ача-пăча библиотекине парнелерĕ. Унăн хăйлавĕсене вуласан, ачалăх куç умне тухса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ, Ева Лисина кĕнекисене ачасемпе пĕрлех аслисем те кăмăллаççĕ.
Н. МАЗЯКОВА.