21 ноября 2012 г.
«АХРĂМĂН» пĕр кăларă-мĕнче эпир районти полици пайĕнче таçтан ăнсăртран тупăннă е регистрацилемен – çар е сунар пăшалне, пистолета, граната-лимонка таврашне, «Максимка» пулеметпа гранатомет таранчченех тата пульăпа патрона йышăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Куншăн пĕрре те айăп туманни, штраф паманни, ÿпкелесе сăмах каламанни пирки те систерсе хăварнăччĕ. Пачах та урăхла, ун вырăнне укçа тÿлесе хавхалантармалли йĕрке те пур иккен.
Шалĕçпайран пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пакунлисем патне никам та хĕç-пăшал тенине илсе килмен. Çав вăхăтрах Шăмăршă районĕнче пурăнакан пĕр çын кивелнĕ пăшал йăтса çитни паллă. Ăнлануллă чăваша мухтамалăх пур. Кĕсйине те аванах кĕмĕл кĕнĕ-мĕн.