АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăсем ÿсĕмлĕ

21 ноября 2012 г.

Чăваш Патшалăх Канашĕн черетлĕ саккăрмĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕн кун йĕркине сĕниччен ыйтусенчен чылайăшне малтанах профиль комитетсенче тĕплĕ тишкернĕ, хушăмсемпе улшăнусем кĕртнĕ, тÿрлетÿ таблицисем хатĕрленĕ.

Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ документпа – Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи республика бюджечĕн проекчĕпе – халăх итлевне те ирттернĕ. Çапах малтан чăваш парламентарийĕсем Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проекчĕпе ĕçлерĕç.

Кăçалхи цифрăсем ÿсĕмлĕ, ĕç калăпăшĕ кăтартуллă. Пурин çинче те тĕплĕ чарăнса тăмасăр Чăваш Республикин 2012 çулхи бюджечĕ тупăшпа та, тăкак енĕпе те 597,6 млн тенкĕ ÿснĕ. Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмĕнчи уйрăм бюджетсенчен республикăна тавăрса памалла мар килнĕ укçа-тенкĕ çапла тума май панă.

Юлнă уйăхра республика бюджечĕн “енчĕкне” федераци хыснинчен тавăрса памалла мар хушма 856 млн тенкĕ кĕмелле.

Улшăнусем кĕртнĕ май республикăн кăçалхи бюджечĕн параметрĕсем çапла пулаççĕ: тупăш кăтартăвĕпе 32507,7 млн тенкĕ (çулталăк пуçламăшĕнче планпа палăртнинчен 22,4 процент нумайрах е хушăм укçа çине куçарсан – 5944,0 млн тенкĕ, çав шутран хамăр республикăн тупăшĕн ÿсĕмĕ 11,1 процент. Ку – 1846,5 млн тенкĕ нумайрах), тăкак тĕлĕшпе – 36700,4 млн тенкĕ (ÿсĕм – 33 процент, е 9101 млн тенкĕ). Дефицит – 4192,7 млн тенкĕ.

Саккун проектне иккĕ-мĕш вулавпа вăя кĕртнĕ чухне 44 депутатран 38-шĕ уншăн сасăларĕç. Тăхтав хыççăн “Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен (пĕрре-мĕш вулавпа йышăнчĕç), “Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен” тата “Чăваш Республикин бюджетăн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проекчĕсемпе ĕçле-рĕç. Унсăр пуçне иккĕмĕш вулавпа Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи ĕç тата вăрçă ветера-нĕсене, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу кÿресси çинчен” саккунне улшăнусем кĕр-тесси çинчен” саккун проектне йышăнчĕç.

Сесси кун йĕркине 20 ыйту кĕртнĕччĕ. Вăл шутра – “Универсал электрон картти çинчен”, “Документсен обязательнăй экземплярĕ çинчен”, “Миравай судьясене çирĕплетесси çинчен”, “ЧР Патшалăх Канашĕн тăкакĕсен смети çинчен” тата ыттисем. Вĕсенчен чылайăшĕ юридици вăйĕ илчĕ. Сессин иккĕмĕш тапхăрĕ чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче ĕçлĕ.

“Хыпартан”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика