21 ноября 2012 г.
Красномайскинчи “Колос” агрофирмăна эпир пынă чухне унăн директорĕ В. Сельцов тракторпа машина паркĕнчеччĕ. Механизаторсем кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн хурçă “утсене” юсава лартнă иккен. Техника тени вăхăтра тимлĕх уйăрнине юратать çав.
– Тракторсем пирĕн тăваттă çеç, вĕсене тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр. Кăçал вĕсен çумне хăватлă Т – 150 тата БДН дискатор, хими препарачĕсене сапакан агрегат туянтăмăр. Майĕпен парка пуянлатса пырас тетпĕр. Икĕ комбайн пур, анчах вĕсене тăкакĕ пысăкран хире кăларман. Кзыл Чишмари фермерсеннипе усă куртăмăр. Çавăн пекех шыв сапакан установка туянас пирки те калаçатпăр. Юлашки çулсенче акнă культурăсем шăтса тухмалли вăхăтра çумăр çителĕклĕ çумасть, çавăнпах çак шухăш патне çитрĕмĕр, – пĕлтерет асăннă хуçалăхăн “тилхепине” пĕлтĕрхи апрельтенпе тытакан ертÿçĕ.
Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕ май пĕрчĕллĕ культурăсене сортланă çĕрте тăрăшакан ушкăн патне çитнине те сисмерĕмĕр. Çанталăк сивĕтиччен тырра алласа пĕтерес тесе кунта çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Тулă хатĕр, черетре – урпапа сĕлĕ.
– Сортлакан машинăна та илме тиврĕ. Çĕнĕ мар та ĕнтĕ, апла пулин те шăкăлтатса çеç ĕçлет. Çуркунне кондициллĕ вăрлăхпа çеç акасшăн, – тет малалла хуçалăхпа паллаштарнă май директор.
“Колос” хуçалăхăн 900 гектара яхăн çĕр. Анчах пуринпе те усă кураймаççĕ-ха. Кăçал 300 гектар тĕш тырă, пахча çимĕç акнă. Çитес çул пусă çаврăнăшне тата 100 ÿстересшĕн. Акăнакан лаптăка пурне те элита вăрлăх хывнă. Çĕрпÿри станцинчен – 23 тонна, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнчен 10 тонна туяннă. Çĕнетнине кура тухăçĕ те аванах: кĕлет виçипе пĕр гектартан 21 центнер. Минераллă удобренисемпе гербицидсем те сапнă.
Йывăрлăхсене çĕнтерес, малалла талпăнас тесен пĕр вырăнта çеç тăмалла мар. Çакна шута илсе “Колос” агрофирмăра кăçал кĕркунне пĕрремĕш хут ыхра лартса хăварнă. Вăрлăхне Улатăртан туяннă. “Йĕркеллĕ çеç хĕл каçтăр”, теççĕ вăй хуракансем.
Пилĕк-ултă çул каялла хуçалăх ĕне-выльăх та тытатчĕ. Шел те, вĕсен шучĕ майĕпен чакса та чакса пычĕ. Юлашкинчен тăватă ретлĕ витере çил ачисем çеç шăхăрса çÿреме пуçларĕç. Агрофирма директорĕ В. Сельцов халь тепĕр хут выльăх усрама пуçăнасшăн. Унчченхи фермăна хута яма çăмăл мар. Çавна май лашасем тăнă çĕрте вăкăрсемпе сурăхсем ĕрчетесшĕн. Кунти хуралтăна юсанă. Халĕ электричество кĕртессипе тимлеççĕ.
– Çуркунне çитсенех столовăй ĕçлеме пуçлать. Апат пĕçерме ирĕксĕрех лавккаран чăх тукмакĕсене илме тивет. Вĕсем сĕтеклĕ те мар, хăвăрт йăлăхтараççĕ. Хăть агрофирмăра тăрăшакансене çитерме какай пултăр тесе выльăх усрас тетпĕр. Утти-улăмĕ, тырă фуражĕ пур, – тет Вячеслав Валерьевич.
Малтан та ура çинче çирĕпех тăрайман хуçалăх юлашки çулсенче ахрат çырмин тĕпне çитнĕпе пĕрехчĕ. Халь лайăх енне сулăннă улшăнусем пур, анчах вĕсенчен кашни йывăрпа пулни тÿрех сисĕнет. Салатма сакăр алăк, пуçтарма – пĕрре, тесе ваттисем тĕрĕсех каланă çав.
О. ПАВЛОВА.