АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухăнаканни – хамăра

21 ноября 2012 г.

Çулталăк пуçланнăранпа 26 пине яхăн çын пенсин пухăнакан пайне мĕнле фондра тытассине татса панă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан самай ытларах ку (ун чухне 23,8 пин çын заявлени панă).

17 пин ытла çын (66 процент) хăйĕн пулас пенсийĕн пухăнакан пайне Раççей Пенси фондĕнчен патшалăхăн мар пенси фончĕсене куçарма йышăннă, 6 пинĕшĕ (25 процент) – патшалăхăн мар пĕр пенси фондĕнчен теприне, 2,4 пинĕшĕ (9 процент) – патшалăхăн мар пенси фондĕнчен патшалăхăнне. 114 çын управляющи компанисене суйласа илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра 692 пин çыннăн пенсийĕ пухăнса пырать.

Управляющи компанине улăштарас е патшалăхăн мар пенси фондне суйласа илес тесен декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр заявлени çырса пĕлтермелле. Заявленине Раççей Пенси фончĕн кирек епле управленине те, çавăн пекех пенси фончĕпе килĕшÿ тунă патшалăхăн мар пенси фончĕсене те пама юрать.

Хальхи вăхăтра патшалăх çирĕплетнĕ 52 управляющи компани тата 114 патшалăхăн мар пенси фончĕ ĕçлет. Хăйĕн укçине май пур таран ÿстерме кама шанса памаллине кашнийĕ хăй палăртать. Управляющи компанисен тупăшĕ çинчен Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче вуласа пĕлме пулать: www.pfrf.ru, патшалăхăн маррисемпе вĕсен сайтĕнче паллашмалла.

2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хальччен пухăнса пынă укçана пенси çулне çитнĕ çынсене тÿлеме пуçларĕç. Пухăннă укçана пĕр харăс пама ыйтса 12 пин ытла çын заявлени çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика