АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăравлаççĕ-и; Асăрхануллă пулăр!

21 ноября 2012 г.

Çур çĕр хыççăн Шупашкарта пурăнакан 60 çулти хĕрарăм хваттерĕнче телефон янăраса кайнă. Паллă мар çын ыйхăллăскере усал хыпар пĕлтернĕ: унăн ывăлĕ çул çинче авари тунă-мĕн, ăна айăплавран хăтарас тесен право хуралĕн органĕн сотрудникне укçа куçарса памалла... Хăраса ÿкнĕ пенсионерка 10 пин тенкĕ куçарса панă.

Ку черетлĕ ултав тĕс-лĕхĕ пулнине вулакан ăнланчĕ пуль. Массăллă информаци хатĕрĕсем çакнашкал преступленисем пирки çине-çинех çыраççĕ, асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те хăшĕсем бизнес шайнех çĕкленĕ çак ултав вăлтине республикăра пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри çакланаççĕ, вун-вун пин тенкĕ çухатаççĕ. Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – çулталăк пуçланнăранпа кăна Чăваш Енре 178 çын “телефон ултавçисен” капкăнне çакланнă.

Хурлăхлă статистика, анчах тепĕр чух кулăшла та пулса тухать. Улатăрта кăçал çакнашкал тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Вăт, черетлĕ преступлени хыççăн республикăн шалти ĕçсен министрĕ уголовлă шырав ĕçченĕсене (хăйсем каласа параççĕ) тустарнă, кусем Улатăр полицийĕн пуçлăхĕпе çыхăннă: мĕн, халăха ăнлантармастăр-им, асăрхаттармастăр-им; Ăнлантарнă та, асăрхаттарнă та, тÿрре тухать лешĕ, анчах пур пĕр улталанаççĕ. Юлашки тĕслĕхре вара ултавçăсем “ывăлушăн укçа тÿлемелле” тесе шăнкăравланă ватă çыннăн ачи те çук иккен, анчах вăл çав-çавах укçа парса янă – 20 пин тенкĕ...

Чăнах, ачасăр çынран “çук ывăлĕшĕн” укçа тăпăлтарса илмешкĕн мĕнешкел психолог пулмалла пуль! Ахальтен мар ĕнтĕ уголовлă шырав ĕçченĕсем ултавçăсем пирки “пултаруллă çынсем, анчах турă панипе саккуна хирĕçле ĕçсенче усă кураççĕ” теççĕ.

Чăваш Ен полицийĕ “телефон ултавçисен” пĕр ушкăнĕн йĕрĕ çине ÿкни, вĕсене Самарти пĕр колонире тупни пирки эпир çырнăччĕ. Унта айăпланнисен пушă вăхăт нумай – шăнкăравла кăна. Вун-вун çын патне вĕсене палламасăр-тумасăр шăнкăравлаççĕ – хăшĕ те пулин улталанатех. Çав çынсем темиçе регионти хуласенчи нумай çынна телефонпа улталанă. Колонире айăпланнисен телефон пулмалла мар, анчах техника прогресĕ мĕнешкел хăвăртлăхпа аталаннă чух çакă ристансемшĕн чăрмав-и вара; Уявра-мĕнре усă куракан “перкĕчсемпе” хĕç-пăшалланаççĕ: йĕплĕ карта тулашĕнчен персе яраç-çĕ те – кĕсье телефонĕсем пĕчĕк парашютпа колони территорине анса лараççĕ. Е тата ача-пăча тетти, вертолет, питĕ меллĕ. Батарейкăсемпе ĕçлекенскер темиçе мобильнике ирĕкрен “зонăна” илсе каçарма пултарать.

Пăшăрхантараканни – çынсем ытла та çăмăллăн улталанни. Республика ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Шарипжан Касанов преступниксен вăлтине мĕншĕн шăпах ватăсем ытларах лекнине те тавçăрать. Вĕсен иртнĕ саманаран юлнă психологи, çынна шанасси, çирĕп. Усал шухăшлă çынсем çакăнпа усă кураççĕ те. Преступниксем мĕншĕн çĕрле шăнкăравланине те ăнланмалла. Ыйхăллă çын ăна-кăна хăвăрт тав-çăрса илеймест – çакă та каварçăсемшĕн хăйсен тĕллевне пурнăçлама меллĕ. Çĕр варринче вăратса усал хыпар пĕлтерччĕр-ха – пăлханса ÿкнĕ май йăнăш утăм тăвасси часах.

Çапах ултавçăсен хура ĕçне тĕревлекен тĕп никĕс – халăхра право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсене укçа тÿлесен кирек мĕнле ыйтăва та татса пама май пур текен шухăш çирĕпленни. Çав шутра – авари тунă хыççăн айăпа укçалла “каçарма” пулать тени.

Çук, йĕркелĕх хуралĕнчи кашни çын тап-таса, тÿрĕ кăмăллă темĕпĕр, анчах сыщиксен аргуменчĕсенче, килĕшсемĕр, тĕшши пурах. “Хăвăрах шухăшласа пăхăр, – тет Шарипжан Шадьярович, – преступлени пулсан унта оперативлă следстви ушкăнĕ тухса каять – пĕр вунă çын. Çийĕнчен çав ушкăнри çынсен пуçлăхĕсем те çак пăтăрмах пирки пĕлеççĕ – тепĕр вунă çын тейĕпĕр. Пĕтĕмпе – икĕ теçетке çын. Пĕрне укçа тÿлеме пулĕ, теприне, анчах преступлени пулнине çак пысăк йыш умĕнче мĕнле пытарса хăварăн; Нимĕнле те!”

Урăхла каласан – тÿлени те усăсăр. Укçа куçарма васкиччен çывăх çыннăрсемпе (çав шутра – “авари тунă” ывăлăрпа), пĕлĕшĕрсемпе канашланинчен ырри çук. Хăвăртан укçа ыйтни пирки çийĕнчех полицие евитлесен тата лайăх. Шăнкăравлакансене çапла тăвасси пирки каласан – тÿрех хăпаççĕ, çакна сыщиксен опычĕ те çирĕплетет.

...Чимĕр, сирĕн телефон шăнкăртатмарĕ-и; Çĕр варринче кам чăрмантарать-ши;

Н. КОНОВАЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика