21 ноября 2012 г.
Пурăннă пулсассăн вăл кăçалхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче 75 çул тултаратчĕ. Пурăннă пулсассăн... Анчах та, питĕ шел, пирĕнтен вăл 31 çултах уйрăлса кайрĕ. Арсентий Кузьмич Андреев хăйне лайăх пĕлнĕ çынсен асĕнче яланлăхах пултаруллă сăвăç, ăста тракторист тата ăслă агроном пулса тăрса юлчĕ. Ман алăра унăн Чăваш кĕнеке издательствинче 1980 çулта пичетленсе тухнă “Сахалинăм, манăн Сахалин” ятлă сăвăсен кĕнеки. Ăна уçсанах вулакан çине илемлĕ сăн-питлĕ каччă тинкерсе пăхать. “Сывă-и, манăн вулаканăм;” – тенĕнех унăн куçĕсем. Кĕнекене 32 çул хушши усратăп. Çичĕ ярăмран тăракан сăвăсен пуххи “Казахстан тетрадĕнчен” ятпа пĕрлештернĕ 28 хайлавран тăрать. Вĕсем пурте Казахстан çĕрĕпе çыхăннă, мĕншĕн тесен сăвăç унта виçĕ çул хушши (1956-1959 ç.ç.) тракторист пулса ДТ-54 маркăллă тракторпа Кокчетав облаçĕнчи “Чеховский” совхозăн уçнă çерем çĕрĕсене сухаланă.
Мĕншĕн хаклă тата çывăх мана Арсентий Андреев; Чи малтанах эпĕ хам та Павлодар облаçĕнчи пĕр хуçалăхра сакăр уйăх хушши (1963 çулта) ун пекех хурçă “вăкăрпа” суха тунишĕн. Иккĕмĕшĕнчен, вăл та, эпĕ те Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, кунсерен пире пĕр библиотека залĕ, столовăй тата тĕрлĕрен вĕренÿ пÿлĕмĕсем саламлатнă...
Хамăн çак пĕчĕк тĕрленчĕкре эпĕ Арсентий Андреев сăввисен асăннă ярăмĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Вĕсем мана хăйсен уçăмлăхĕпе, 1950-1960 çулсенчи хастарлă вăхăт янравĕпе тыткăнларĕç. Сăвăсем питĕ çăмăллăн вуланаççĕ, çав вăхăтрах кашни йĕркинчех – тарăн шухăш, сăвăçăн таса та уçă чунĕ. Вĕсем инçетри çерем çĕрĕсене уçнă вăхăтăн шăнкăравĕ пек. Вулакан хăй те сисмест çав вăхăта пырса тухнине тата сăвăçпа пĕрле савăннине. Çулсем иртсен те тин çырнăн туйăнаççĕ. Пĕр пушă сăмах та çук, вулама пуçлатăн та пĕтермесĕр те чарăнмастăн. Поэтăн чĕрĕ те çунатлă сăвă йĕркисене вăхăт хуплама пултараймарĕ. Вĕсем халĕ те пире кирлĕ, чуна уçса палăртнă шухăшсем паян та вăхăтлă тата вырăнлă. Ăшă та тарăн сăмахсене Арсентий Андреев çинчен “Сахалинăм, манăн Сахалин” кĕнекен ум сăмахĕнче В.П. Станьял каланă. Вăлах – пухса калăплаканни те, редакцилекенни те. Çавăншăн ăна чĕререн тав сăмахĕ калас килет.
Арсентий Андреев сасси кăшкăрусăр, анлă пулин те ăна хăй вăхăтĕнче çĕршер-çĕршер çын илтнĕ, унпа мухтаннă, савăннă. Сăвăç та вĕсене хисепленĕ, пурнăçа, çутă тĕнчене юратнă:
Эп юратрăм çакă тĕнчене
Кĕрешÿпе йывăрлăхсем пурришĕн,
Кĕрешÿре кăна этем чунне
Уçса памашкăн пултарнишĕн.
Мĕн чухлĕ уçă кăмăл, юрату тата хастарлăх тата çак йĕркесенче:
Çумăр çурĕ, шăпăртатрĕ
Çĕн палатка тăрринче,
Тусăма хуллен вăратрĕ
Çут хĕвел хăпариччен...
Кайăксен пасарĕ евĕр
Пухăннă пĕлĕтсене
Çил-кĕтÿçĕ пĕр шеллевсĕр
Хăвалать Иртыш енне.
Кÿлĕри шыв ункă-ункă
Йĕр туса сарăлнипе
Вĕтĕр-шакăр шурă чул кăшт
Сиккелет, ташланă пек.
Çеçен хиршĕн çĕнĕ эра
Пуçласа, çак ирхине
Хăварать чăваш Сетнерĕ
Сарлака плуг кассине.
Арсентий Андреевăн кашни сăвви çăл куç пек тапса, шăнкăртатса тăрать. Калама çук пысăк ăсталăх кирлĕ “Казахстан тетрадĕнчен” ярăмри сăвăсене çырма, вĕсенче – чăваш çĕр-шывĕнчен аякри çеçен хир пирĕн пата килнĕн сăвăçпа пĕрле. Вăхăтлăх пулсассăн та, питĕ паха вăл сăнарланă ÿкерчĕксем. Акă, вулар-ха:
... Паян эп пурнăç вăрлăхĕ акатăп,
Ман хамăн та тивлетĕм пур чухне.
Сахал утса курман тусанлă аттăм,
Ахаль таптас çук мăнтăр çĕр питне.
Арсентий Андреев çĕре юратни куç умĕнчех. Хальхи вăхăтри чылай сăвăç юрату, пурнăç, кĕрешÿ çинчен çырать. Анчах та ун пек çĕре чунтан парăннă сăвăç сахал. Çукпа пĕрех тесен те тĕрĕс пулĕ. Ĕлĕкрех чухне Алексей Воробьев, Георгий Олов, ÇĔР çинчен тăтăшах çырса тăратчĕç. Халь вара эпир çĕртен писмерĕмĕр-ши; Тахçан-тахçан пĕр аслă ăрури сăвăç мана, сăвва лайăх çырас тесен, санăн унăн пурнăçĕпе пурăнмалла, тенĕччĕ. Чăннипех те тĕрĕс сăмахсем. Арсентий Андреев сăввисем çинчен çавна каламалла та: вăл вĕсен пурнăçне хăй чунĕ евĕр палăртнă. Халĕ шухăшлатăп та, чылай-чылай сăвви каччă суха тунă самантсенче трактор кабининче çуралнă, мĕншĕн тесен (лайăх ас тăватăп) суха кассисем виçшер-тăватшар çухрăма тăсăлатчĕç, çав вăхăтра тем çинчен шутлама та вăхăт çителĕклĕччĕ. Апла пулсан, илер-ха çак икĕ йĕркене:
... Çавăрттарать кăна плуг кăчăр-кăчăр,
Касса ваклать çеремлĕ çĕр питне...
“Казахстан тетрадĕнчен” ярăмри сăвăсем – пурте пĕр шайра çырнăскерсем. Тен, çавăнпах вĕсене пĕр-пĕринчен уйрăм курас та килмест. Маншăн çав сăвăсем пиçсе çитнĕ тулă пучахĕнчи хĕвел сăн-питлĕ пĕрчĕсем пек. Сăвăсем Арсентий Андреев 50-60-мĕш çулсенчи вăхăтăн паттăрĕ пулнине уççăн кăтартса параççĕ. Вăл яланах хастарлă çамрăксен малти ретĕнче пулма тăрăшнă. Ăçта кăна çитермен пулĕ А. Андреева хăйĕн çунатлă кун-çулĕ! Кокчетав облаçĕ, Çĕнçĕр (Целина) крайĕ, Красноярск, Омск, Пермь, Иркутск, Владивосток, Япони тинĕсĕпе Сахалин, Камчатка тата Курил утравĕсем унăн çулĕ çинче мухтавлă ячĕсене хăварнă.
Тури Тăрмăш ялĕнче 1937 çулта колхозник çемйинче çуралнă сăвăç хăйĕн хайлавĕсенче сăмахсемпе питĕ перекетлĕ усă курнă. Тата çакна асăнса хăварас килет: хăш-пĕр поэтсем кĕскен çырмалли сăввах темĕн тăрăшшĕ çырса каяççĕ те, ăна пуçламăшĕнчен вĕçне вуласа çитнĕ çĕре, автор малтан мĕн çинчен çырнине те манса каятăн. Арсентий Андреев çак чирпе чирлемен, ку та унăн сăввисен пахалăхне çĕклет.
Кĕске пулчĕ сăвăç кун-çулĕ. Паллах, пурăннă пулсан, Арсентий Кузьмич Андреев пире вуншар-вуншар сăвă кĕнекипе савăнтарнă пулĕччĕ.
Питĕ шел, çут тĕнче ăна кĕске кун-çул уйăрса панă. Çавах сăвăçăн пурнăçĕ хĕвел çутин ялкăшнă, çавă паха! Çак çутă пирĕн чун-чĕресенче юлчĕ. Апла-тăк, сăвăç вилмен, пурăнать.
А. ИЛЬИН. Çĕрпÿ районĕ.